Паллă ĕнтĕ, пăрпа витĕннĕ шыв-шурсем кислородпа тăранмалли майсăр юлаççĕ. Çавна пула шывра пурăнакансем пăр ирĕличченех пăчăхса вилеççĕ. Çынсем пулăсене хĕле тÿссе ирттерме пулăшма пултараççĕ. Кÿлĕсене уçă сывлăш кĕрсе тăтăр тесе, бурпа пăраласа вак куçĕ тумалла. Иртнĕ çулта экологи акцине 21 ял тăрăхĕнчи 300 ытла активист хутшăннă. Кăçал ăна тата нумайрах çын хутшăнсанччĕ.