Декабрĕн 21-мĕшĕнче Уфа вăхăчĕпе 18.32 сехетре питĕ пысăк Юпитер тата Сатурн планетăсем пĕррене тенĕ пек пĕрлешĕç – вĕсене пурĕ те 6 кĕтес минучĕ çеç уйăрса тăрĕ. Çак кунхине çап-çутă çăлтăр пек Юпитер тата çутăлăхĕпе вăйсăртарах Сатурн кăнтăр-хĕвеланăçра Ту качаки (Козерог) çăлтăрлăхĕнче го¬ризонт çийĕн питĕ аялта курăнса тăрĕç. „Юпитер тата Сатурн 20 çулта пĕр хут пĕрлешеççĕ, яланхи пек, вĕсем пĕр-пĕрин патне пĕр-икĕ градусран сахалрах мар хушша çывхараççĕ. Планетăсем 6 тата сахалрах кĕтес минучĕ уйăрса тăнă чух пĕрлешни, пирĕн эра пуçламăшĕнчен шутласа, урăхла каласан, юлашки икĕ пин çул хушшинче, пурĕ улттă пулнă. Вĕсем питĕ тачă пĕрлешни 372-мĕш çулта пулса иртнĕ, ун чухне пĕр-пĕрин патне 1,8 минут хушша çывхарнă. Сăнавçăшăн пĕр планета пек курăннă, витĕр куракан çын çеç вĕсене уйăрма пултарнă”, - каласа пачĕç Уфари плане-таринче. Специалистсем çаплах планетăсем пĕр-пĕрин патне пирĕн тÿпере çеç çавăн пек çывхараççĕ, уçлăхра вĕсене чăннипе вара 700 миллион ытла километр уйăрса тăрать тесе ăнлантараççĕ.