Аургазă хыпарçи
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çутçанталăк
17 Сентябрӗн 2020, 19:25

Улăп кавăн

Российăра МГУн Ботаника сачĕн „Аптекарь пахчинче” чи пысăк кавăн çитĕнтернĕ.

„Гигант Атлантики” сортлă çимĕç 401 кг таять, ăна Луховицы хулинчи Андрей Гусев ÿстернĕ. Çак сорт пăтă валли юравлă, вăл пылак тата ашлă. Кун пек кавăнран пĕтĕм ял валли пăтă пĕçерме пулать! Кавăна Аграфена Федотовна Дусева-Гусева е, ансатрах каласан, Груня ят панă. Ăна Мускавра ноябрĕн 1-мĕшĕччен упрĕç, кайран ботаника садне курма пыракансем çисе ярĕç.
Читайте нас: