Аургазă хыпарçи
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çутçанталăк
15 Августӑн 2020, 12:20

Кушак çури пурнăçĕнчен

Августăн 15-мĕшĕ – Килсĕр чĕрчунсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ.

Килсĕр чĕрчунсен пĕтĕм тĕнчери кунне 1992 çулта чĕрчунсен прависен пĕтĕм тĕнчери обществин пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Çак дата килсĕр юлнă чĕрчунсен инкеклĕ шăпи çинчен шухăша ярать. Уява августăн кашни виççĕмĕш шăматкунĕнче паллă тăваççĕ. „Эпир хамăр алла вĕрентнисемшĕн яваплă”, - çапла каланă Франци писателĕ Антуан де Сент-Экзюпери. Халĕ çавă вичкĕн сăмах пулса тăнă. Урамра пурăнакан кушаксем тата йытăсем яланах хăрушлăхра пулаççĕ: вĕсем шăнса, йĕркеллĕ апатланманран, чирсенчен, транспорт айне пулса, ытти чĕрчунсемпе хирĕçсе кайса, çын мăшкăлланинчен вилме пултараççĕ. Çынна çак проблемăсем çине пăхтарас тесе килсĕр чĕрчунсен кунĕ пулса тăнă та ĕнтĕ.
Соньăна çÿп-çап контейнерĕсем патĕнче октябрь уйăхĕнче пăрахса хăварнă. Çавăнтанпа çак çăмламас чăмакка унта пурăннă. Пăхма виçĕ тĕслĕ кушак çури пĕр уйăха та çитмен. Вăл хура-сарă-шурă тĕслĕ. Пичĕ икĕ тĕслĕ: шăпах варринчен хура тата сарă пайсене уйрăлса тăрать, мĕнпе-тĕр клоун маскине аса илтерет. Ăна кăларса пăрахнă хĕрхенÿсĕр çынсем, тен, çакăн пек интереслĕ кушака кам та пулин илсе каяссине шанса тăнă-тăр. Анчах ăна никам та илсе каймарĕ. Хĕрĕм шеллесе февраль уйăхĕнче çак кушак çурине киле илсе кĕчĕ. Апат çитерме çеç тесе ăнлантарчĕ, мĕншĕн тесен вăл подъездра питĕ хурлăхлă мяуклатнă. Çапла пирĕн пата Соня килсе кĕчĕ. Килте Пепел ятлă кушак аçи пурăнатчĕ ĕнтĕ. Виçĕ çул каялла хĕрĕм ăна та çапла хăтарчĕ. Кушак çури кĕрт ăшне кĕрсе ларнă, питĕ хытă çухăрнă. Соня яланах Пепел çумне лапчăнатчĕ. Хăнăхнă йăлипе пулас, хĕллехи сивĕ каçсенче ăна çавăн пекех килсĕр кушаксем ăшăтнă вĕт. Эпир шутланă тăрăх, вăл пилĕк уйăхраччĕ, анчах халĕ те хĕрĕн ал тупанне шăнăçатчĕ. Паллах, сивĕре, пысăк кушаксенчен юлнине çисе пурăнсан, ÿсеймĕн. Эпир ăна шампуньпе çуса тасатрăмăр, гельминтсене хăваласа кăлармалли процедурăсем ирттертĕмĕр. Анчах унăн çăмĕ унчченхи пекех тĕксĕмччĕ. Çисе тăрансан вăл, урисене хăйĕн айне пуçтарса, диван çинче хускалмасăр ларатчĕ. Ăшăнатчĕ пулмалла. Унăн куçĕсем яланах çурма хупăччĕ. Эпĕ çак ансăр хушăксенчен пăхса çапла шухăшлаттăм: нивушлĕ вĕсем нихăçан та пĕтĕмпе уçăлмĕç? Вăл маугли евĕрлĕччĕ. Выляма пĕлместчĕ, ун умĕнче хут е килти чĕрчунсем валли теттепе чăштăртаттарнин усси çукчĕ. Ăна, интересленменскере, тата ытларах шеллеттĕм. Анчах юрату тата тăрăшу хăйĕнне турĕçех. Пĕр уйăх хушши килти тутă пурнăç хыççăн Соня кун тăрăх мар, сехет тăрăх ÿсме пуçларĕ. Иртĕхнĕ кушак пулса тăчĕ теме пулать. Пепел, чăнчăн джентльмен пек, апат савăчĕ патне ăна яланах малтан ирттерсе яратчĕ. Енчен те астумасăр малтан çиме тытăнсан, Соня ун патне пырса ăна ура лаппипе хăлхинчен çапатчĕ, кушак аçи вара пăрăнатчĕ. Вăл Соня кунта пĕчĕкреххи, çавăнпа пуç пулнине ăнланатчĕ. Соньăн куçĕсем пысăк, симĕс тĕслĕ пулни паллă пулчĕ. Вăл выляма вĕренсе çитрĕ, хăшпĕр чухне хваттер тăрăх урнă пек вĕçтерсе çÿретчĕ. Унăн мăйĕ кукăр пулни курăнчĕ. Иртнĕ пурнăçĕнче сивĕре ăçта та пулин çывăрса кайса шăнтнă пулас. Анчах çакă та ăна мĕнле-тĕр ытарайми илем кÿретчĕ. Вăл, хăйĕн пĕчĕк питне тайăлтарса, утса пынă чухне пĕлесшĕн çунакан Варварăна аса илтеретчĕ. Вăхăт иртнĕçем çак çитменлĕх те сахалрах палăрма пуçларĕ. Диван çинче тăсăлса выртнă Пепел çывăрса выртнине, унăн ăшă хырăмĕ çумне Соня лапчăннине курсан, манăн пуçа шухăш пырса кĕрет: сирĕн вĕт пачах урăхла шăпа пулма пултарнă... Халĕ вĕсем – упраса хăварнă чĕрчунсем. Паллах, вăхăт иртнĕçем Соньăна стерилизацилеме ветеринари станцине илсе кайăпăр. Кушаксем кашни виçĕ уйăхра çуралаççĕ, вĕсен çурисене салатасси проблемăллă. Кушак аçине халлĕхе ниепле те кастарса пулмасть. Вăл хăйĕн „çĕрне” тĕрĕслеме тухса каять те икĕ-виçĕ кунран çеç таврăнать: ăна çыртса пĕтернĕ, пит çăмартине çурса янă, хăй япăхнă. Сиплеме тивет. Унăн суранĕсене сĕрнĕ чухне эпĕ çапла калатăп: „Чăт, воин!” Вăл пĕтĕмпе ăнланать. Хĕлле Пепел ултă килограмран ытла виçе пухать. Шел пулин те, эпир Соньăна иртĕхтерсе пĕтертĕмĕр. Вăл халĕ пакетри китекет тата ытти тутлă апата çеç çиет. Йÿнĕ кăлпассинчен сăмсине пăрнă чухне эпĕ ăна çапла калатăп: „Çÿп-çап вырăнĕнчи пурнăçна эсĕ час маннă иккен!” Хальхи хумхануллă тапхăрта килте чĕрчун пулни, тен, кирлĕ-тĕр. Вĕсем хумханнине ирттерсе яма пулăшаççĕ, тата сиплеççĕ те. Эпĕ хамăн ÿт-тен чирлеме хăтланни çинчен пĕлмесĕрех выртатăп-ха, Пепел вара мĕнпурне сисет: манăн кăкăр çине вырнаçать, мĕн-тĕр туртса кăларнă пек, малтан чĕрнисемпе иртсе тухать, унтан хăйĕн ултă килограмлă кевтипе кирлĕ чухлĕ выртать те тăрса каять. Сеанс вĕçленчĕ. Соня та сиплеме хăтланать. Вăл ыратакан вырăна выртсан хытăрах ыратма пуçланине сисрĕм. Каçсерен вара вăл эпĕ ноутбука тинех хупассине е телефонпа калаçма чарăнса çутă сÿнтерессине тÿсĕмлĕн кĕтет. Çавăн хыççăн ачашланма килет, пичĕпе ал тупанне тĕртет, мăй айне кĕрет. Унтан мăрлатса пуç вĕçне çывăрма выртать. Ирпе вара юратнине çавăн пекех кăтартать. Тата хăйĕн нушаллă, сивĕ тата выçă кунĕсене тахçанах астумасть ĕнтĕ.
А. САБИРОВА.
Читайте нас: