Пур хыпар та
Çутçанталăк
12 Августӑн 2020, 21:55

Кишĕр шултра пултăр тесен...

Август уйăхĕнче тымарçимĕçе мĕнле пăхмалла?

Кишĕре сайратмалла, сăтăрçăсенчен сыхлама кăштах вĕтетнĕ пăрăç сапмалла.
Тымарçимĕçсем ан çурăлччăр тесен, тăпрана типме памалла мар. Енчен те типсе ларсан, ăна темиçе тапхăрпа, кашни кун шыв дозине ÿстерсе, шăвармалла.
Ир пулса çитекен кишĕре апатлантармалла мар, вăтам тата кая юлса ĕлкĕрекеннине вара çакă кирлĕ.
Апатлантармалли халăх меслечĕсем: 1 стакан йывăç кĕлĕ илмелле (чи лайăх кали удобренийĕ), 5 литр шывра ирĕлтермелле. Çумăр çăвать пулсан, ретсем хушшине типĕлле сапса тухмалла.
Çĕпрепе хатĕрлеме пулать: 10 литр шыва 100 гр ямалла, 3 апат кашăкĕ сахăр хушмалла, 3 сехет лартмалла та шăвармалла.
Кишĕр кукăр-макăр мар, кăмăскасăр, пылак ÿстĕр тата хĕлле ан çĕртĕр тесен, сезон хушшинче икĕ хут – июль уйăхĕнче тата август пуçламăшĕнче сайратнă чухне – марганцовка хушнă бор кислотипе (8 литрлă лейкăна 3 гр марганцовка тата 2 гр бор кислоти) апатлантармалла.
Шăварас темесен, август пуçламăшĕнче бор кислоти сапса тухмалла, вăл тымарçимĕçре сахăр пухăнма пулăшать.
Читайте нас: