Аургазă хыпарçи
-14 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çутçанталăк
17 Июлӗн 2020, 17:50

Шăрăха епле тÿссе ирттермелле?

Çакăн пек канашсемпе усăланăр.

- Çутă тĕслĕ тутăра е пĕчĕк шарфа сивĕ шыв­ра йĕпетмелле те мăй çине хумалла. Пĕр тăтăш мороженăй çини сывлăхшăн усăллă. Килтен тухиччен пуçа тăхăнмаллине, футболкăна тата шортăна пакета чик­се морозильника хурăр – сивĕнесси пулчĕ те! Вырăн таврашне холодильника хума пулать.
- Чашăк-тирĕке, урай­не сивĕ шывпа çума пулать. Тасатса тирпейлес килмесен – аллăра сивĕ шывра тытăр.
- Вĕри чей, йÿçĕ пăрăç, импĕр тар кăларма пулăшаççĕ, вăл ÿт çийĕнчен парланса пĕтсен сивĕрех пу­лать.
- Уçă чÿрече сире çĕрле кăна çăлса хăварĕ. Кăнтăрла чÿречене хупсан тата хĕвел пайăркисенчен чÿрече кар­рипе е кĕленчесем çине шурă хут çыпăçтарса хÿтĕленсен лайăхрах.
- Ытларах шыв ĕçĕр, пуçăра хÿтĕлĕр, чăн пир-авăртан çĕленĕ тумтир тăхăнăр. Май пур таран шăрăх тапхăрта – 12.00-16.00 сехет­сенче - урама ан тухăр.
- Вăй-хал ĕçĕ тумасса тăрăшăр.
- Магазина ан çÿрĕр, садра тата пахчара ан ĕçлĕр.
Читайте нас: