Пур хыпар та
Çутçанталăк
11 Июлӗн 2020, 12:05

Кайăка та пĕччен кичем

Акăшла шанчăклăх çинчен сăмах-юмах çÿрет. Каланă тăрăх, çак чаплă кайăксем пурнăç юлташĕн вилĕмне питĕ йывăр тÿссе ирттереççĕ. Çавна Никольск ялĕнче пурăнакансем те курса ĕненнĕ.

Ял вĕçĕнче унччен пысăк мар, час-часах типекен кÿлĕ пулнă. Вырăнти çын, Леонид Тимофе­ев предприниматель, шыв-шура йĕркене кĕртме шут тытнă. Унăн тĕпне чавнă, çыранĕсене тасатнă, ну­май укçа-тенкĕ хывнă. Ял çыннисем валли кану вырăнĕ тунă, унта шыва кĕме тата пулă тытма пулать.
Акăшсем пĕве чапĕ пулса тăнă. Леонид Маркелович вĕсене ту­янма Мускав облаçне заказ панă. Кайăксене кунта, Аургазă районĕнчи пысăк мар яла, çĕр çийĕнчи транс­портпа илсе çитернĕ. Тĕклĕ мăшăр çĕнĕ вырăна хăвăрт хăнăхнă.
- Вĕсем шывра пĕрле ишетчĕç, пĕр-пĕрне юрататчĕç. Акăш аçи ами­не яланах вырăн паратчĕ, сырăш патне хăйĕнчен малтан ирттеретчĕ. Унпа хăйне евĕрлĕ „калаçатчĕ”, - ка­ласа парать вăл.
Леонид Маркелович кайăксене тимлĕ пăхнă. Ĕçпе Çурçĕре кайнă чухне вĕсене пăхма кÿршĕ çыннине ыйтнă. Кайăксен çунаттисене тат­са кĕскетнĕ пулнă, вĕсем вĕçсе каяйман, çавăнпа хутса ăшăтакан сарайĕнче хĕл каçнă. Çапла вĕсем Никольскинче ултă çул, хуралçă çак çулталăк пуçламăшĕнче пĕр кун­хине вилнĕ акăш амине тупиччен, пурăннă.
Пĕлсе çитмен пирки Леонид Мар­келович ватă, чĕпĕ кăларма пулта­райман мăшăр туяннă иккен. Акăш ами ватăлса вилнĕ. Мĕскĕн акăш аçи ăна е унта, е кунта шыранă, ниçта кайса кĕме пĕлмен. Вăл кичемленнĕ, çынсенчен пăрăнма пуçланă. Шурă кайăкăн пĕр çывăх чунĕ те юлман. Çуркунне инçетри кÿлĕ çине (ялта вĕсем темиçе) сакăр акăш анса ларнă. Анчах вĕсем ун патне пырса кайман.
„Аургазă хыпарçи” коррес-понденчĕ пĕве патĕнче пулса курчĕ. Унта беседка, клумба пур, пĕвери шыв таса. Пĕччен акăш çеç кичем кÿрет.
- Çак кунсенче тата виçĕ кайăк илсе килтĕмĕр. Пĕвере тахçантанпа пурăнакан акăш валли çĕнĕ мăшăр, çамрăкрах тата тепĕр мăшăр туянтăм. Вĕсем туслашассине тата пĕтĕмпе лайăх пулассине шанса тăратăп, - терĕ телефонпа Леонид Маркелович.
Читайте нас: