Пăрăçа малтан хатĕрленĕ ăшă, нÿрĕ тăпрана пĕр-пĕринчен 2-3 см хушăра е 0,5 литрлă савăта 2-3 пĕрчине пĕрле акмалла.
Иккĕмĕш çулçисем тухсан апатлантарма тытăнмалла – 10 литр шыв пуçне пĕрер апат кашăкĕ мочевина, селитра е азофоска, черетлесе, ытла час-часах мар, 3-4 кунра пĕр хут, апатлантармалла.
Икĕ-виçĕ чăн çулçи тухсан – акнă хыççăн пĕр уйăха яхăн вăхăтран - пăрăçа сайралатса куçарса лартмалла. Енчен те ăна пĕр ещĕке акнă пулсан, 5-6 см диаметрлă уйрăм савăтсене уйăрса лартмалла.
Калчасен пĕрремĕш чечек папки йĕркеленме пуçласан, 20-30 см яхăн ÿссен тата 10-12 яланхи çулçи тухсан, ÿсентăрана тăпра çине куçарса лартмалла – акнă кунран пуçласа 60 куна яхăн вăхăтран. Кăларса лартиччен 10-14 кун маларах ÿсентăрана апатлантармалла – удобрени азот, кали тата фосфор тытса тăма тивĕçлĕ. Пăрăçа „пиçĕхтерме” тытăнма пуçламалла – ещĕксене ăшă, çил лекмен вырăна кăларса лартмалла, малтан кунне темиçе сехете, унтан кун тăршшĕпе, кайран вара çĕрлене те. Пăрăçа калча валли акнă тарăнăшах лартмалла – калчана вăрă пайĕн пĕрремĕш çулçисенчен тарăнрах лартмалла мар, çакă ÿсентăран ÿсĕмĕ çинче начар палăрĕ.