Тутлăхлă япаласем çителĕклĕ пулччăр тесен, вăхăтра шăвармалла.
Комплекслă апатпа усăланмалла: 10 литр шыв (пĕр витре) пуçне 200 грамм аммиак селитри тата 20 грамм йÿçек кÿкĕртлĕ магни. Ыхран тăватă çулçи тухсан, çак шĕвекпе шăвармалла. Шăварнă чухнехи чеелĕх пĕлтерĕшлĕ. Калчасенчен 3-4 см хушăра йĕрсем тăрăх катмакпа е плоскорезпа 5-6 см тарăнăш канав тумалла. Апатлантармаллипе шăварса тухнă хыççăн вĕсене тăпрапа хупламалла. Ун чухне вăл сирĕлсе пĕтмĕ, сывлăшра мар, тăпрара пулĕ.
Çакăн пек апатпа усă курăр, вара сирĕн ыхран питĕ чаплă ешĕл çулçă пулĕ.