Вăрлăха килте калчалантармалли мелсем: марльăра е ваткăра
Бинта (ватка тампонне) шывпа (тăрăлтарнă тата пÿлĕмри температурăллă пулсан лайăхрах) хытă нÿретĕр. Ытлашши шывне пăрса юхтарăр, анчах хытă мар. Бинт сийĕсем, икĕ диск хушшине е ватка кубикĕ варрине вăрлăх хурăр. Çакна мĕнпурне контейнера вырнаçтарăр, анчах ăна тачă ан хупăр – уçă сывлăш кĕрсе тăма тивĕçлĕ. Апат-çимĕç пленкипе (шăтăксем туса) чĕркеме пулать. Тĕттĕм тата ăшă вырăна лартăр, унта витĕр çил те, температура уйрăмлăхĕ те ан пултăр. 12-24 сехетрен пĕрремĕш калчасем сăмсаланма тивĕçлĕ.
Туалет хучĕпе
Хут тата апат-çимĕç пленки хатĕрлемелле, вĕсене пĕр пек татăксем туса касмалла. Пленка çине пĕр сий хут хумалла, шывпа нÿретмелле, вăрлăха пĕр-пĕринчен 2,5 см хушăра вырнаçтарса тухмалла. Тата тепĕр сий хутпа витмелле, çак сийĕ те нÿрĕ пулма тивĕçлĕ. Çиелтен тата тепĕр сий пленка хумалла, унтан вăрлăха вырăнтан куçма памасăр асăрханса рулон евĕрлĕ чĕркемелле. Хытă хĕстермесĕр çиппе е резинкăпа çыхмалла. Рулонсене пластик контейнера тăратса тухмалла, вăрлăх çÿлте пулма тивĕçлĕ.
Савăта шыв тултармалла, вăл вăрлăхран 2 см аяларах пулмалла. Теплицăри пек услови тăвас тесен, пулса тăнă конструкцине тата полиэтилен пакета хума юрать. Анчах тăтăшах уçăлтармалли çинчен манса ан кайăр.