Ир акма час ĕлкĕрекен, чире тата кĕпçене каяссине чăтăмлă сортсемпе усă курма сĕнеççĕ: Заря, Французский завтрак, Рубин, Краковянка, Жара, Диего, Аскания, Престо, Сакса, Кармен, Чемпион, Селеста, ир ĕлкĕрекен хĕрлĕ тĕсли, Анабель F1 тата ыттисем. Çулла вăтам пулса çитекен, çаплах кая юлса ĕлкĕрекен редис сорчĕсене – Зенит, Красный великан, Рампоуш, Российский размер, Вюрцбургский тата ыттисем. Кая юлса ĕлкĕрекен сортсен ăшĕ тăчăрах, вĕсем лайăхрах упранаççĕ.
Чи кирли - культурăна çутă лайăх лекекен вырăнта çитĕнтермелле. Редис умĕн акмалли чи лайăх культура томат, тутлă пăрăç, хăяр, сухан, пăрçа йышши культурăсем, çĕрулми пулса тăрать. Редис валли тăпрана фосфор, кали тата чи пĕчĕк шутпа азот тытса тăракан комплекслă удобрени хывма сĕнеççĕ. Пĕр тăваткал метр пуçне 100-200 г йывăç кĕлĕ хывсан лайăх.
Тымарçимĕç сĕтеклĕ тата шултра пултăр тесен, йăрана 2-3 кунра пĕрре шăвармалла. Шăрăх чухне – кашни кун. Тымарçимĕç мĕн чухлĕ шултрарах – çавăн чухлĕ нумайрах шыв кирлĕ. Çамрăк калчасене шăварнă чухне тăпра 7-8 см тарăнăшне йĕпенсен те çителĕклĕ, тымарçимĕç шултра пулсан – 12-15 см таран. Шăварнисĕр пуçне йăрансем хушшине тăтăшах кăпкалатмалла, çумламалла. Тымарçимĕç кислородпа пуян тăпрара çеç активлă ÿсет. Калча шăтса тухнă хыççăн 5-7 кунран йăрана сайралатмалла. Унсăрăн калча тăсăлма пуçлĕ. Виçĕ-тăватă эрнерен тепĕр хут сайратмалла. Çав тапхăрта тымарçимĕçе куçарса лартма е çиме юрать.