Уйăх календарĕпе килĕшÿллĕн акса, пахча ĕçĕсене январĕн иккĕмĕш çурринчен тытăнмалла. Январьте, яланхи пек, вăрăм вегетаци (ÿсĕм) тапхăрĕпе пахчаçимĕç тата чечексем акмалла. Вĕсен вăррине тÿрех уçă тăпрана аксан, пирĕн патри кĕске çулла вĕсем пулса çитеймеççĕ. Российăн вăтам тăрăхĕнче, Урал тăрăхĕнче тата Çĕпĕрте калчалантармасăр тутлă пăрăç, баклажанăн тĕп сорчĕсене, сельдерей (тымар), шăлсăр сухан çитĕнтерсе пулмасть.
Анчах лайăх, сывă пăрăç тата баклажан калчине çитĕнтерме хушма çутă кирлĕ, мĕншĕн тесен çак ÿсентăрансене аталанмашкăн çутăллă кун кĕске.