Аургазă хыпарçи
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
21 Кӑрлач 2021, 18:20

Вăрлăх тата вĕрекен шыв

Вĕрекен шывпа пăшăкланă вăрлăх хăвăрт шăтса тухать

Вĕри шыв витĕмĕпе вăрлăх хуппи çемçелет, ăна калча сăмсине шăтарса тухма çăмăлрах пулать. Çавăнпа калчасем шантарнă пек 2-3 эрнерен мар, темиçе кунран курăнма пуçлаççĕ. Эсир мĕнле те пулин сăлтава пула вăрлăха вăхăтра акса ĕлкĕреймен пулсан, çавă чи лайăх вариант.
Çакăнсăр пуçне, вĕри шывпа пăшăклани вăрлăха дезинфекцилеме тата ăна чирлеттерекен микробсенчен хÿтĕлеме пулăшать. Çавă вара калчана çĕрĕкрен, кăмăскаран сыхлĕ.
Анчах пăшăклантарнине мĕнпур вăрлăх та тÿсеймест. Час шăтса тухакан вăрлăха ĕçлесе тухнин усси çук. Çаплах çак меслет пăрçа йышши культурăсене калчалантарма юрăхсăр. Вĕсем вĕрекен шыв витĕмне начар тÿссе ирттереççĕ, пачах шăтмасса та пултараççĕ.
Мĕнле акмалла?
Вата дискĕсене е туалет хутне витĕр курăнакан контейнера сарса тухмалла. Кашни диск çине вăрлăх хумалла. Сарнă сийне вĕри шывпа йĕпениччен нÿретмелле. Вăрлăха пăшăкламалла, ăна пĕтĕмпе вĕри шывпа хуплама юрамасть. Ĕçлесе тухнă вăрлăха типĕ вата дискĕпе е хутпа витмелле. Ăшĕнчи пулас калчапа „кукăль” пулса тăрать. Контейнер хупăлчине витмелле, ăшă вырăна 3-5 куна лартмалла. Калчаланма çакăн чухлĕ вăхăт çителĕклĕ.
Читайте нас: