Хушма çутăсăрах çитĕнтермелли ÿсентăрансенчен – кресс-салат, бораго (хăяр курăкĕ), сарă (çулçăллă) пăрăç - пуçласан лайăхрах. Час пулса çитекен сортсен вăрлăхĕсене туянăр. Тĕслĕхрен „Данский” сортлă кресс-салата шăтса тухнă хыççăн 10-14 кунран çиме юрать, „Весенний” сортне – 20-25 кунран. Çимелли курăк татти-сыпписĕр çитĕнтерес тесен кашни 10-12 кунран çĕнĕ вăрлăх акăр. Тăпра субстрачĕпе çеç мар, гидрогельпе те усă курма пулать. Вăрлăхсене хутăштарсан, 10 кунран тĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ çулçăсем çитĕнĕç, вĕсемпе салат тата бутерброд хатĕрлеме пулать.
Хĕлле, организм витаминсен çителĕксĕрлĕхне туйнă чухне, кăшман калчи пулăшĕ. Кальци, тимĕр эмелĕ, фосфор, магни, кали, цинк, кÿкĕрт, çаплах А, В1, В2, В3, В4, В5, В6, С, Е, РР витаминсем тытăнса тăнине пула, унăн вăй хушакан тата сывлăха çирĕплетекен витĕмĕ пур.
Вăрлăха 6-8 сехет шÿтерĕр, контейнера сарнă йĕпе марля çине хурăр, çутă вырăна лартăр, пысăк нÿрĕлĕх шайне тытса тăма кунне пĕр хутран кем мар пульверизатортан пĕрĕхтерĕр. Вăрлăх 3-4 кунран шăтса тухать, 7-8 кунран вара калчасене кирек епле салата е бутерброда хушма пулать.
Пуçлă суханран сухан çулçи çитĕнтерме çăмарта хумалли пластик контейнер те юрăхлă. Малтан унăн хупăлчине рельефлă пайĕнчен уйăрăр. Кашни 10 „йăва” тĕпне касса илĕр те рельефлă пайне хупăлчи çине вырнаçтарса лартăр. Путăксем хушшинче пысăк мар хушă (1,5-2 см) пулса тăрать, çавăнта шыв ямалла. Унтан пысăк мар пуçлă сухана „йăвасене” лартмалла. Тымарсем питĕ хăвăрт тухаççĕ, вĕсем шыва çăмăллăн туртăнса çитĕç, сухан хуппи вара типĕ тата таса юлать, çĕрмест.