Ÿте çемçетме тата хĕвел витĕмĕпе кĕрешме ахаль хăймаран лайăхрах хатĕр çук! Вăл ÿте хăвăрт сăрхăнса кĕрет, икĕ сий сĕрме те юрать. Унтан пите çумалла та ахаль крем сĕрмелле.
Çăмарта сарри тата пыл хушнă кефир, олива çăвĕпе сăра, хăйма е А тата Е витаминсемпе (аевит капсулисем) майонез çÿç валли маска пулма пултараççĕ. Апат-çимĕçрен хатĕрленĕ маскăна пÿлĕмри температурăллă шывпа çуса ямалла, çÿçе – шампуньпе.
Садра перчеткепе çеç ĕçлемелле! Чĕрне йĕри-тавра хура йĕре тĕрĕсленĕ мелпе тасатмалла: вата патакне (ватная палочка) 3 процентлă водород перекиçĕпе йĕпетмелле, çакăн хыççăн маникюр пилкипе тасатса илмелле. Алăсене кĕпе супăнĕпе çумалла, çуллă крем сĕрмелле. Услам çăвĕ хушнă çĕрулми пĕçернĕ шыв çуркаланнине тата пĕчĕк сурансене пĕтерме пулăшать.
Алăсене йĕпетнĕ пекех перекиçпе йĕпетмелле. Хытса кайнă ура тупанне ятарлă чĕрне хăйрипе типĕлле ĕçлесе тухмалла. Урасене теркăланă икĕ кашăк кĕпе супăнĕ тата икĕ кашăк водород перекиçĕ хушса хатĕрленĕ шывра тытмалла. Пысăкрах эффект пултăр тесен, пемзăна малтан типĕ супăнь сĕрмелле. Крем вырăнне абрикос, амарант е кантăр çăвĕ илме юрать.