Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
12 Июлӗн 2020, 16:10

Помидор авăрĕпе вараланнă алăсене мĕнле çуса тасатмалла?

Çак культурăпа ĕçленĕ чухне помидорăн симĕс тĕсĕ ÿте хытă витет. Симĕс пăнчăсене çуса тасатма тĕрĕслесе пăхнă мелсем пулăшĕç.

- Алăсене кĕпе супăнĕпе та­саличчен çăвăр. Ÿте тата чĕрне айне тулнă пылчăка пĕтерме çемçе щеткăпа усăланăр. Алăсене ырă шăршлă супăньпе çăвăр та ÿте нÿретекен крем сĕрĕр. Алăпа кĕпе çума пулать. Çавăн чухне алă та, пир-авăр та тасалĕ.
- Лимон татăкĕпе алăсене сăтăрăр, унтан çăвăр. Лимон йÿçекĕпе типĕлле е шывра ирĕлтерсе усă курăр. Алăсенче суран, пиçсе кайнă вырăн, çуркаланчăк пулсан çак мел юрамасть.
- Кăшкар утин йÿçекĕ пылчăка çиет, çавăн хыççăн ăна çуса яма çăмăл. Пахчари ÿсентăрансем те – кăшкар ути, пиçсе çитмен хурлăхан, крыжовник – юрăхлă. Йÿçек тыт­са тăракан çулçисене е çырлисене алă тупанĕсем хушшинче сăтăрăр. Унтан алăсене супăньлĕр те шывпа çуса ярăр.
- Алăсене шывпа йĕпетĕр, ывăç тупанĕсем çине пысăк мар шутпа шăл пасти ярăр. Лайăхрах çуса та­сатма щеткăпа усăланăр.
- Сода хутăшĕ те тасатма пулăшĕ. Ăна хатĕрлеме пĕр апат кашăкĕ тасатмалли шĕвек хатĕре пĕр кашăк апат соди хушăр. Алăсене сĕрĕр. Супăньпе çăвăр.
- Ал тупанĕсене шывпа çăвăр, шурă эрехпе е спиртпа йĕпетнĕ пир татăкĕпе сăтăрăр. Çаплах нÿрĕ сал­фетка е спирт тытса тăракан шĕвĕ антисептик те юрăхлă.
- Щеткăна кĕпе супăнĕ сĕрĕр, вараланнă алăсене кăшт çу сĕрĕр, ывăç тупанĕсене сăтăрăр, супăньленĕ щеткăпа тасатăр, шыв­па çăвăр.
- Алăсене типĕ курăкпа сăтăрăр. Лайăхрах тасалтăр тесе ал тупанĕсене ăшă шыва чиксе тасатăр. Унтан супăньпе çăвăр.
Читайте нас: