Аургазă хыпарçи
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
11 Июлӗн 2020, 16:05

Купăста çирĕп пулĕ

„Купăстана сăтăр тăвакансемпе мĕнле кĕрешмелле? Хуртсем тата лăймака хуртсем ăна ÿсме памаççĕ. Тĕрĕсленĕ мĕнле те пулин халăх хатĕрĕсем пур-и?”А. Тимофеева, Толбазă ялĕ.

Виçĕ литр шыва аптекăра туяннă пĕр кĕленче вале­рьянка тата пĕр апат кашăкĕ шĕвĕ супăнь ямалла. Çак ирĕлчĕкпе сăтăр тăвакансемпе сиенленнĕ купăстана пĕрĕхмелле. Вара ăна ÿсме нимĕн те чармĕ. Пуçĕсене пухса кĕртес умĕн пĕр уйăх маларах купăстана наша­тырь спирчĕпе пĕрĕхмелле. Пĕр кĕленче нашатырь спиртне (40 мл) 5 литр шыва ямалла, пĕр-икĕ апат кашăкĕ шĕвĕ супăнь хушмалла. Çакăн пек ĕçлесе тух­сан нимĕнле сăтăр тăвакансем те пулмĕç.
Читайте нас: