Аургазă хыпарçи
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
7 Июлӗн 2020, 14:00

Çеçкене çулмалла-ши?

Хăшĕсем виктори çулçине çырлана пуçтарса илнĕ хыççăн йăлтах çулса пăрахаççĕ.

Хăшĕсем виктори çулçине çырлана пуçтарса илнĕ хыççăн йăлтах çулса пăрахаççĕ. Çакă чирчĕртен упрать имĕш. Теприсем çулçа татни çырла тĕмне хавшатать теççĕ. Хăшĕсем тĕрĕсрех-ши? Çырла çулçине, енчен те йăран тасасывă пулсан, йăлтах çулмасан аванрах. Уйрăмах август уйăхне кĕреспе çулни сиенлĕ. Çеçкене çулас тăк çиелтен, тĕмĕн тухас папкисене сиенлемесĕр çулмалла, çулçа тÿрех пуçтарса илмелле. Çĕр çырлипе хурăн çырли вăхăчĕ пырать. Çулçăна татсассăн тĕм вăйсăрланса юлать, аталанаймасть. Унăн мĕнпур вăйне çеçкене ÿстерме яма тивет. Тĕм хĕле лайăх хатĕрленеймест. Тепĕр çул вара тухăç парасси пĕчĕкленет. Йăрана тирпейлени çителĕклĕ. Ватăлнă, сарăхнă çулçăсене татмалла. Кирлĕ пулсан им-çампа пĕрĕхмелле, кĕр енне фосфорлă, калиллĕ удобренипе апатлантарма юрать. Йăрана çĕнетессине – куçарса лартассине, хунавлантарассине кая хăвармалла мар. Август уйăхĕн çурриччен çĕнетнĕ йăранран тепĕр çул çырла аванах пуçтарма пулать.
Читайте нас: