Чăхсене пăрçапа тăрантарма юрать, анчах та ăна асăрханарах памалла. Пăрçана типĕлле мар, шÿтерсе парас пулать. Чăхсем ăна юратсах çиеççĕ. Çак апата вĕтетнĕ вĕлтренпе парсан усăллăрах. Мĕншĕн тесен пăрçапа кăна тăрантарнă чух чăхсен варвитти пулма пултарать. Сăмах май, чăхсене купăста çулçипе тăрантарнă чухне те варвитти пулма пултарать. Çавăнпа çак çимĕçе пĕçерсе пама хушаççĕ.
Вĕлтрен вара вар-хырăма пăсмасть, çирĕплетет кăна.
Хур чĕпписем пĕр уйăх тултарнă тĕле вĕсен çунаттисенче шултра тĕксем шăта пуçлаççĕ. Çав вăхăтра чĕпсене шÿтернĕ пăрçа пани усăллă. Çĕр каçипе шÿтернĕ пăрçана ирхине аш арманĕпе авăртмалла, кашни хур чĕппине 1-2 апат кашăкĕ парсан çитет. Пăрçара белок нумай, çавăнпа та унпа тăрантарнă чух чĕпсем хăвăрт ÿсеççĕ, вĕсен тĕкĕ те хăвăрт çитĕнет.