Аургазă хыпарçи
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
20 Июнӗн 2020, 12:50

Хăяр валли коктейль

Пахчаçă валли

Сĕткенлĕ, тутлă ешĕл çимĕç – каш­нин сĕтелĕ çинче тенĕ пек час-часах пу­лакан „хăна”. Хăяртан салат тата закуска хатĕрлеççĕ, ăна маринадлаççĕ, тăварлаççĕ тата йÿçĕтеççĕ те. Килти пахчаçимĕçрен лайăхраххи тата мĕн пур? Дачниксем тата ял çыннисем час-часах пуян тухăç илеймеççĕ. Вĕсем тĕрлĕ проблемăсемпе тĕл пулаççĕ.
Хăяр вăрах ÿснин тĕп сăлтавĕсем: пĕчĕк температура, чирсем, чухăн тăпра, начар вăрлăх, юрăхлă мар апат.
Çак „тăшмана” пĕтерме ахаль кок­тейль пулăшĕ. Ăна хатĕрлеме 100 грамм чĕрĕ çĕпре, 20 грамм сахăр (пĕр апат кашăкĕ), 10 литр шыв кирлĕ. Ăшă шыва çĕпре, сахăр хушмалла, пĕтĕмпе ирĕлсе пĕтиччен лайăх пăтратмалла. Çак апата ăшă вырăнта икĕ сехет тытмалла. Хатĕр шывпа çамрăк хăярсене кашни тĕпĕ айне 350 мл ярса шăвармалла. Малтан ÿсентăран таврари тăпрана кăштах кĕл сапмалла. Çак процедурăна эрнере пĕр хут тумалла.
Читайте нас: