Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
5 Сентябрӗн 2019, 16:30

Кавăн - усăллă пахчаçимĕç

Кавăн çамрăклăха упракан пахчаçимĕç пулса шутланать.

Ученăйсен сăмахĕ тăрăх, кавăн пĕтĕм организма çамрăклатма тата шăкпа арлăх системине сыватма пулăшакан витаминсем пысăк шутпа тытса тăрать.
Çак пахчаçимĕç составне В ушкăнри витаминсем кĕреççĕ, вĕсем нерв системин ĕçне лайăх витĕм кÿреççĕ, çаплах вĕчĕрхеннине тата ывăннине пĕтереççĕ, ыйха лайăхлатаççĕ, тимлĕрех пулма пулăшаççĕ, астăмăва çирĕплетеççĕ.
А тата Е витаминсем пит-куç çинчи пĕркеленчĕксене якатаççĕ, çÿçĕ, чĕрнене çирĕплетеççĕ, шатрашкасенчен хăтăлма пулăшаççĕ.
Кавăн составне кĕрекен никотин кислоти чĕре ĕçĕ пăсăлассине сирсе ярать, каротин вара – шыçă чирĕсем аталанассине.
Пÿрери, пĕверти чулран аптăрас мар, çаплах чĕре чирĕсенчен хăтăлас тесен, ученăйсем кавăна хăвăрăн рациона кĕртме сĕнеççĕ.
Читайте нас: