Аургазă хыпарçи
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
3 Сентябрӗн 2019, 18:49

Йăлтăртатакан чÿрече

Чÿрече çăватпăр.

Кантăка хĕвел пайăркисем ÿкнĕ вăхăтра çума сĕнмеççĕ.
Чÿречене шал енчен çума тытăнмалла. Нашатырь спирчĕ (1 литр шыва 4 кашăк) хушнă шывпа вăл уйрăмах

лайăх тасалать.
Ытла вараланнă кантăка кĕпейĕм çумалли порошок ирĕлтернĕ ăшă шывпа çуса хаçатпа сăтăрса типĕтмелле.
Чÿрече йăлтăртатса тăтăр тесен шыва кăштах крахмал хушмалла.
Чÿрече рамин сăрри тĕксĕмленсе çуркаланса ан пĕттĕр тесен, ăна сода е супăнь хушнă шывпа ан çăвăр.
Кантăка кăна мар, ун таврашĕнчи мĕнпур япалана та çумалла.
Сарăхнă тюле тасатма тăварлă шывра ислетсе лартмалла. Чÿхенĕ вăхăтра кăштах сĕт хушмалла – шап-шурă пулĕ. Крахмал вырăнне сахăрлă шывра (1 литр шыва 2 кашăк сахăр) чÿхĕр.
Батарея хыçне пухăннă тусана шăлма май килмесен ăна нÿрĕ алшăллипе витмелле. Унтан пылесоспа е фенпа вĕрсе тасатмалла. Тусан пусма çине ларĕ.
Кафель тата керамика плитка çыпăçтарнă стенасене нашатырь тата супăнь теркăласа янă шывпа çумалла.
Читайте нас: