Пур хыпар та
Усăллă канашсем
28 Августӑн 2019, 11:53

Çÿç валли килте хатĕрленĕ маскăсем

Шăрăх çулла хыççăн, кĕркунне пиртен нумайăшĕ çÿç тăкăннипе асапланать. Халăх хатĕрĕсем пулăшĕç.

Алоэ никĕсĕнче хатĕрленĕ маска


Тин çеç пăчăртаса кăларнă виçĕ апат кашăкĕ алоэ сĕткенне, 1 çăмарта саррине тата 1 апат кашăкĕ пыла хутăштармалла, çÿçе сĕрмелле. 20 минут тытмалла, çуса тасатмалла. Енчен те сирĕн ниçта та каймалла мар пулсан тата 1 чей кашăкĕ ыхра сĕткенĕ хушма юрать. Çакăн хыççăн çÿçе вĕлтĕрен шывĕпе чÿхеме юрать.

Хна тата кефир никĕсĕнче хатĕрленĕ маска


Ахаль кефирпа тĕссĕр хна хутăштармалла. Хатĕр хутăша пуç тирне тата çÿçе сĕрмелле. Пуçа алшăллипе чĕркемелле, 30 минут тытмалла.

Шурă эрехпе çăмартаран хатĕрленĕ маска


Икĕ çăмарта саррине икĕ апат кашăкĕ шур эрехпе хутăштармалла. Хатĕр маскăна пуç тирне сĕрмелле, 30-40 минут тытмалла. Çÿçе лайăх çумалла, вĕлтĕрен е салтак тÿми шывĕпе чÿхемелле.
Читайте нас: