Аургазă хыпарçи
-4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
26 Августӑн 2019, 12:54

Кăмпа çинчен

Кăмпана тĕрĕс пухатпăр.

Çулла тата кĕркунне – кăмпа пухмалли вăхăт. Анчах та çак «сунарăн» та хăйĕн йĕркисем пурри çинчен ан манăр.
- Вăрманта палламан кăмпасене ан пухăр, пĕр пек курăнакан кăмпасенчен сыхланăр.
- Тĕвĕленнĕ çеç кăмпасене ан пухăр: карçинккара сахал хушăнĕ, пĕр-икĕ кунран вара вăл ÿсет, ăна карçинккана хума та кăмăллăрах пулать.
- Кăмпана мăк витĕмне сÿсе илмесĕр туни тĕпĕнчен касса илсен лайăхрах.
- Çĕрĕк тата хурт çинĕ вырăн паллисемсĕр кăмпа пухăр. Шанса кайнисене ан илĕр, мĕншĕн тесен вĕсенче наркăмăшлă, çыншăн хăрушă веществосем пухăнаççĕ.
Пухнă кăмпана май пур таран хăвăртрах суйласа тухмалла тата ĕçлесе хатĕрлемелле: типĕтмелле, тăварламалла, маринадламалла.
- Хура хурлăханăн симĕс тураттисемтăварланă чухне кăмпана ырă шăршă кĕртеççĕ, чие тата юман çулçисем -

çирĕплĕх.
- Масла кăмпана маринадланă чухне тума тивĕçлĕ пек укроппа усă курмалла.
- Кăмпа тăварланă чухне хĕренпе усă курăр. Хĕрен çулçи тата тымарĕ ăна вăйлă шăршă кĕртет тата йÿçесрен, пăсăласран хÿтĕлет.
- Кăрăçа, хыр кăмпине тата хĕрлĕ кăрăçа ырă шăршлă курăксемсĕр тăварласан лайăхрах пулать.
Читайте нас: