Аургазă хыпарçи
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
14 Августӑн 2019, 16:01

Лили куçаратпăр

Лили куçаратпăр.

Лилие 5 çулта пĕр хут куçармалла. Çак ĕçе чечек çеçкине тăксан 4 - 6 эрнерен пурнăçламалла. Сухана сенĕкпе кăлармалла, тăпрана силлемелле. Ăна типĕтмелле мар. Сиенленнĕ пайне касса илмелле. Ку вырăна вĕтетнĕ йывăç кăмрăкĕ сĕрмелле. Лили суханне марганцовка хутăшĕнче 20-30 минут тытма юрать. Тарăнрах чавмалла та тĕпне хăйăр хумалла. Лартнă хыççăн лилие лайăх шăвармалла.


Фото: Интернет
Читайте нас: