Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
8 Апрелӗн 2019, 12:54

Пÿлĕмре пăрăç ÿстеретпĕр

Куршакра ÿстерекен вĕтĕ хаяр пăрăç кирек хăш вăхăтра та çимĕç кÿрет. Хаяр пăрăç ÿстерме ансат.

Хăй тĕллĕн пĕтĕçленсе ÿсекен тĕрлĕ сорт пур: Янка, Хотвей, Импала, Тандер, Лопез, Кампай... Куршакри «пахчара» хĕлĕн-çăвĕн хаяр пăрăç пуçтарма май пур. Тата вĕсем питĕ илемлĕ – хăшпĕр сортăн çимĕçĕсем темиçе тĕслĕ пулаççĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче аксан тепĕр Çĕнĕ çул тĕлне сарă-кĕрен «теттеллĕ» пĕчĕк симĕс «чăрăш» чÿречене илем кÿрĕ.
Малтан вăрлăха пĕчĕк пластик стакана акса калча çитĕнтермелле. Пăрăç валли хатĕрленĕ тăпрана стакана тултармалла, пĕр савăта 4-5 вăрă пăрахмалла та çиелтен 0,3 см тăпрапа хупламалла. Ăшă, тĕттĕмрех вырăна куçармалла.
Калча шăтса тухсан 2 эрнерен сайратмалла. Чи вăйлă икĕ туна хăвармалла. Пĕр уйăхран куçарма юрать.
Çамрăк пăрăç валли 1 литрлă куршак çителĕклĕ. 2 пай пахча тăпри, 1 пай тислĕк, 1 пай хăйăр, 1 пай торф илсе тăпра хатĕрлемелле. Куршак тĕпне шыв сăрхăнма вĕтĕ чул сармалла, унта калчана тăприпех, тымара сиенлемесĕр, куçарса лартмалла, вăрăран тухнă çулçăсем таран тăпрапа хупламалла.
Пăрăçа çулталăкне 2-3 хутчен кĕл шывĕпе шăвармалла. Килти ÿсентăран валли хатĕрленĕ удобренипе уйăхне 1 хут апатлантармалла. Пăрăç - кĕске кунра пулакан ÿсентăран. Кĕркунне енне вăл лайăх аталанса çитет, лайăхрах тухăç парать. Çимĕçсем те кĕркунне нумайрах тĕвĕленме тытăнаççĕ, пиçеççĕ. Çулталăк иртсен ăна 2 литрлă куршака куçарма юрать.
Массăллă информаци хатĕрĕсен материалĕсенчен.
Читайте нас: