Аургазă хыпарçи
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Усăллă канашсем
28 Кӑрлач 2019, 11:38

Пахчари кăткăсенчен хăтăлма

Нумайăшĕ пахча кăткисем усăллă тесе шутлать, анчах та ку апла мар.

Хăшĕ-пĕри кăткăсене усăллă кăпшанкă тесе тĕкĕнмест. Чăнах та кăткă хурт-кăпшанкă çăмартисене, хуртсене тапăнать. Анчах та пахча кăткисем ытларах сиен кÿреççĕ. Вĕсем уй пыйтине (тля) ĕрчетеççĕ, тĕрлĕ инфекци чирĕсене сараççĕ.


Çак кăпшанкăпа кĕрешмелли мелсем нумай пулин те унран хăтăлма çăмăлах мар. Пĕр çĕртине пĕтеретĕн, кĕçех тепĕр çĕрте кăткă чупма пуçланине куратăн. Хăшĕ-пĕри халăх меслечĕсемпе кĕрешет, хăшĕсем «химие» ытларах кăмăллаççĕ.


Кирек хăш меслете илсен те çакна пĕлмелле: кăткă чупакан çулсене, йывăç вуллисене çеç наркăмăшлани тĕрĕсех мар. Çиелте ахаль тарçăсем кăна çÿреççĕ. Вĕсем кăткă çемйи аталанассине витĕм кÿмеççĕ тесен те йăнăш мар. Чи кирли – кăткăсен тĕп тĕммине пĕтермелле. Унта ама кăткă çăмарта хывать, йăвара йĕрке тăвакансем вĕсене сăнаса тăраççĕ. Тĕмре икĕ е виçĕ ама пулма пултарать. Çулла кăткă çемйи пысăкланса каять. Патша кăткăсем ама тата пĕтĕлентерекен аçа кăткăсем тухакан çăмарта хываççĕ, вĕсенчен çунатлă амасемпе аçасем тухаççĕ. Амасем пĕтĕленеççĕ те йăваран урăх вырăн шырама тухса вĕçеççĕ, тепĕр тĕлте кăткă «хуçалăхĕ» аталантараççĕ. Çавăнпа çыхăннă та кăткă патшалăхĕпе кĕрешессин йывăрлăхĕ.


Халăх меслечĕсен витĕмĕ япăх мар. Кăткă тĕммине вĕри шывпа ислетме юрать. Вĕри шыв тăпрана япăх витĕм кÿмест. Тин вĕретнĕ шыв, кĕреçе хатĕрлемелле те тĕмме май килнĕ таран тĕплĕнрех уçса вĕри шыв сапмалла. Ама, тухмалли çăмартасем чылайăшĕ пĕтсессĕн ытти кăткăсем те саланаççĕ. Кăткăсем каç еннелле «киле» пуçтарăнаççĕ, тĕме ăнăçлăрах пĕтерес тесен каç пулттипе вĕрилемелле.


Бор йÿçекĕ. Пĕр пĕчĕк – 30 грамм - бор йÿçекне çур литр шывпа пĕр стакан сахăрпа хутăштармалла, вир кĕрпи е маннă кĕрпи хушма юрать. Çак хутăша хăйсем те çиеççĕ, йăвине те сĕтĕреççĕ, ăру паракансем те пĕтеççĕ.

Кĕл. Çак кăпшанкăсемшĕн кĕл хаяр наркăмăш пекех. Каç пулттипе тĕмме сирмелле те кĕл сапса хутăштармалла. Кĕл тăпрана япăх витĕм кÿмест, пулăхлатать кăна.


Тăварпа усă курма пулать. Ăна вĕри шыва ярса ирĕлтереççĕ те малтанхи тĕслĕхпе тĕме «шăвараççĕ». Анчах тăвар тăпра пулăхлăхне япăх витĕм кÿрет. Тăвар çĕрте темиçе çул упранать, унта тухăç начартарах пулать.

«Хими» препарачĕсемпе инструкципе килĕшÿллĕн ĕçлемелле. Вĕсемпе те тĕммĕн амасемлĕ пайне пĕтерме тăрăшмалла. Муравьед, дихлофос тата ытти витĕмлĕ.


Массăллă информаци хатĕрĕсенчен.
Читайте нас: