Пур хыпар та
Тăван çĕршыв службинче
22 Нарӑсӑн 2019, 16:35

Сапер пĕрре йăнăшать

Бишкаин ялĕнче пурăнакан Александр Карпов 1994-1995 çулсенче Чечен вăрçинче çапăçнă

Уфари вăрман техникумне пĕтернĕ хыççăн ăна çара илнĕ. 1994 çулхи декабрьччен мина сирпĕтекенсен „Макеты” вĕренÿ ротинче мина сирпĕтме тата под¬рывник ĕçне вĕреннĕ. Командирсем сал¬таксене „Сапер пĕрре йăнăшать” тесе хут-хут каланă. Çавăнпа Карпов рядовой мĕн вĕрентнине тăнлă-пуçлă итленĕ, çар ĕçне тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлсе çитнĕ. Çакă ăна кайран, вĕсем çăмăл мар условисенче пехотăна тата танксене хирĕç минăсене сирпĕтнĕ тата тасатнă чухне, пĕрре мар çăлса хăварнă. 1995 çулхи январьтен пуçласа март уйăхĕччен Стодеревская – Ищерская – Червленная – Узловая - Гудермес çула минăсенчен тасатнă. Терек юханшывĕ урлă кĕперсене хуралланă. „Шапа” текен минăсем чи хăрушшисем пулнă, ун чухне саперăн хăйĕн ăсталăхĕ тата тавçăрулăхĕ çеç пулăшнă.


Узловая ялĕ çывăхĕнчи уйрăмах хăрушă çул участокне тĕрĕсленĕ вăхăтра, унта пирĕн çар колоннисем виçĕ хут сирпĕннĕ, саперсем 50 кг яхăн тротил хăватлă фугас тупса сиенсĕрлетнĕ. Ăна çултан 5 метр хушăра вырнаçтарнă. Саперсен ушкăнне, унта Саша та пулнă, государство наградисем пама тăратнă. 1995 çулхи май уйăхĕнче салтак килне таврăннă. Июнь уйăхĕнче вара районти çар комиссариатĕнче Александр Сергеевича Суворов медальне панă. Çар хыççăн вăл Белогор лесничествинче мастер пулса ĕçлеме пуçланă. Пушкăрт государство аграри университетне пĕтернĕ. Карпов çаплах РФ оборона министрĕн Грачев арми генералĕн Саламлă çырăвĕпе, ПР Вăрман хуçалăх тата çутçанталăк ресурсĕсен министерствин Хисеп грамотипе наградăланнă.


А. ИВАНОВ.
Читайте нас: