Аургазă хыпарçи
+13 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Сывлăх
21 Мартӑн 2021, 14:20

Ыхра шывĕн усси

Ыхра – бактерисене тата вируссене хирĕç питĕ лайăх хатĕр, вăл иммунитета вăйлатать.

Анчах, сиен ан кÿтĕр тесен, ăна тĕрĕс ĕçни пĕлтерĕшлĕ. Чĕрĕ ыхра çимесен лайăхрах, вăл апат çулĕн йăлмака витĕмне хытă вĕтелентерет. Ыхра шывĕн витĕмĕ çемçерех.
Кирлĕ: 2-3 ыхра шăлĕ, 3 татăк чĕрĕ лимон, 3-4 тумлам олива çăвĕ, 1 стакан ăшă шыв. Ыхрана вĕтĕ турамалла, шыв ямалла, ытти компонентсене хушмалла. 15 минут лартмалла, унтан сĕрсе тÿрех ĕçмелле.
Ыхра шывĕ организма çителĕклĕ чухлĕ вăйлă витĕм кÿнĕ пирки ăна кашни кун ĕçме сĕнмеççĕ. Унăн сиплĕ вăйĕпе туллин усă курмашкăн çак шыва эрнере икĕ хутчен пĕрер стакан ĕçни те çителĕклĕ. Ăна ирхи апат умĕн 30 минут маларах ĕçсен лайăхрах. Енчен те эсир юна шĕветекен е юн пусăмне чакаракан эмел ĕçетĕр пулсан, врачран консультаци илмесĕр ыхра шывне ан ĕçĕр, мĕншĕн тесен вăл юн пусăмне чакарать тата юна шĕветет.
Асăрхаттарни: халăх медицинин рецепчĕсемпе сипленме пуçличчен тухтăрпа канашлама ан манăр!
Читайте нас: