Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
17 Мартӑн 2021, 11:00

Шÿрпе юна шĕветет

Чăх ашĕнчен пĕçернĕ ылтăн тĕслĕ тăрă шÿрпе коронавирус инфекцийĕ кÿнĕ сиене пĕтерме пулăшать.

Врачсем палăртнă тăрăх, ковида пула вак юн тымарĕсенче тромбсем пулса каяççĕ. Çавă чирленĕ вăхăтра юн çăралнипе çыхăннă. Тăтăшах чăх шÿрпи çини çак инкекпе кĕрешет, пуç мимине ĕçлеттерет, инсультран тата миокард инфарктĕнчен сыхлать.
Японинче ирттернĕ тĕпчев чăх шÿрпи чĕре мышцине лайăх витĕм кÿнине çирĕплетсе панă.
Унсăр пуçне тĕпчев лапшапа техĕмлĕ чăх шÿрпи сăмса хупланса ларнине пĕтерме тата шăнса пăсăлнин паллисене çăмăллатма пулăшма пултарнине кăтартса панă. Чăх ашĕнче белок нумай, вăл иммунитетлă системăна пулăшать, çаплах витаминсемпе минералсен лайăх çăлкуçĕ пулса тăрать. Уйрăммăн илсен, В ушкăнри витаминсем, вĕсем иммунитета çирĕплетеççĕ, апат ирĕлтерме пулăшаççĕ. Вĕсенче триптофан пысăк виçепе тытăнса тăрать, вăл организма кăмăл-туйăма лайăхлатма тата хăтлăх туйăмĕ пама пултаракан серотонин туса кăларма пулăшать.
Читайте нас: