Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
19 Нарӑсӑн 2021, 15:30

Грипп пуçланать пулас...

”ПР Гигена тата эпидемиологи центрĕ” ФБУЗ Стерлитамакри филиалĕн бактериолог врачĕ Ю. Яхина гриппран мĕнле сыхланмалли çинчен каласа парать.

Кăçал пирĕн вĕрĕлтерме пултаракан, пысăк теветкеллĕхлĕ тÿрех икĕ инфекципе – грипп тата COVID-19 – тĕл пулма тивĕ. Çавăнпа та шăпах халĕ хăвăн сывлăху тата хăрушсăрлăх çинчен шутламалла.
Грипп – уйрăмах сывлав системине сиенлекен вируслă çивĕч чир. Унăн сăлтавĕ – виçĕ типлă грипп вирусĕ, иммунитет начарланни тата шăнни мар.
А типлă вирус çынсене те, чĕрчунсене те ерет. „Кайăк-кĕшĕк грипĕ”, „сысна грипĕ” – унăн тĕсĕсем. Вăл эпидемине çаврăнакан вăтам е вăйлă чир пуçарать.
В типлă вирус çынран çынна кăна ерет.
С типлă вирус та çынран çынна кăна ерет, чирĕн йывăр симптомĕсем пулмаççĕ. Вĕсем сывлăш-тумлам çулĕпе куçаççĕ. Чирлĕ çын ÿсĕрнĕ, чихлатнă, сывланă чухне хăй тавра вируслă „пĕлĕт” – çăра сурчăкăн, сăмсаран тухакан лăймака пĕрчисем сывлăшра вĕçни – йĕркелет. Çак пĕрчĕсене сывласа илни вирус сывă çыннăн организмне кĕмелли çул-йĕр пулса тăрать. Унсăр пуçне, çак „пĕлĕт” майĕпен таврари япаласем çине ларать. Грипп вирусĕ çирĕп, тулашри хутлăхра темиçе сехет тăршшĕне активлă пулса юлать.
Чирĕн вăрттăн тапхăрĕ – инкубаци - 5-6 сехетрен пуçласа 3 талăк таран пырать. Çак вăхăтра вирус çăварăн тата сăмсан лăймака сийĕ урлă организма кĕрсе ĕлкĕрет, иммунитетлă система вара çав вăхăтра ăна чарма хăтланать. Инкубаци тапхăрĕн срокĕ вирус типĕнчен, вăйлă чирленинчен тата иммунитетлă система мĕнле пулнинчен килет. Кайран клиника симптомĕсем палăраççĕ: сунас, сăмса хупланни, чихлатни, пырта кăтăклантарни, вăйсăрлăх, ÿт-пÿ ыратни. Яланхи пек, чирленĕ малтанхи сехетсенче температура ÿсет.
Грипп чухне температура 40 градус таран тата ытларах та хăпарнипе вăйлă сивчир пулать. Ÿслĕк кайран пуçланать. Вăл типĕ пулать, тип пыра тата бронхсене „çурать”, анчах майĕпен йĕпине куçать, çăра сурчăк тухма пуçлать. Енчен те ÿслĕк „йытă вĕрнĕ” пек пулсан, эппин карланкă шыçнă, сывлама йывăр пулма пултарать.
Пурте ăнăçлă иртсен, 5-6-мĕш кун çын хăйне лайăхрах туять, температура йĕркене кĕрет. Яланхи пек, 7-10-мĕш кунхине çын сывалать. Анчах та сайра мар тĕслĕхре вăйсăрлăх, хăвăрт ывăнни, ĕçлес пултарулăх кемни палăрать. Çакăн пек хал туйăмĕ 2-3 эрнене пыма пултарать.
Грипп тарăна кайни чылай хăрушăрах, вăл иммунитетлă система начар чухне аталанать: бронхит, ÿпке шыççи, менингит тата энцефалит. Çак теветкеллĕх ушкăнĕнче - ватă çынсем, вăраха кайнă чирпе чирлекенсем тата ачасем.
Тĕп нерв системи сиенленнĕ чухне е ÿт-пÿ температури питĕ пысăк пулсан шăнăр туртни аптратса пăрахма пултарать. Пуç мимин функцийĕсем пăсăлнипе йывăр интоксикаци чухне психозсем тата галлюцинаци пулать.
Çак чире асăрхаттарасси ăна сипленинчен эффективлăрах. Профилактика çулталăк тăршшĕпех пулмалла: тĕрĕс апатлану, адекватлă вăй-хал нагрузки, пиçĕхни. Вĕсем иммунитета çирĕплетеççĕ, апла пулсан грипа хирĕç тăрассине те.
Вакцина яни - профилактикăн тĕп медицина меслечĕ. Ăна эпидеми пуçланма пултариччен 1-3 уйăх маларах яраççĕ. Медицина маскипе çÿрени вирус сывлав органĕсене лекессине кемĕтет. Поливитаминсем тата С витамин ĕçни иммунитета пулăшать. Куллен ыхра çини, сăмса ăшне çуса тасатни çăвар хăвăлĕнчи тата лăймака сийри микроорганизмсен шутне кемĕтет. Çак процедурăсене ĕçрен, шкултан таврăнсан, обществăлла транспортра пулнă хыççăн тусан лайăхрах. Çуса тасатма кăшт тăвар янă хутăшпа е тинĕс шывĕпе спрейпа усăлансан аванрах. Килтен тухнă чухне сăмсана вируса хирĕç препарат, сăмахран, „Гриппферон” тумлатмалла.
Çаплах эпидеми вăхăтĕнче çын нумай пулакан вырăнсенчен пăрăнма, килте тата ĕçре йĕпе пир-авăр татăкĕпе пĕрмаях тасатса тирпейлеме тата пÿлĕмсене уçăлтарма сĕнетпĕр.
Районти тĕп больницăн эпидемиологи службин даннăйĕсемпе, районта грипп тĕслĕхĕсем тупса палăртман.
Читайте нас: