Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
18 Нарӑсӑн 2021, 18:35

Вăй чаксан пулăшакан ĕçме

Гранат вăрринчен хатĕрленĕ ĕçме витаминсемпе минералсен составĕпе паха. Вăл организма сиплĕхлĕ вăйпа пуянлатать тата кулленхи факторсен витĕмне хирĕçле çирĕплетет.

Гранат сĕткенне анеми, пыршăлăх ĕçĕ пăсăлсан (инфекци çук чухнехи тапхăрта), сыпăсем шыçсан, çăвар ăшĕнчи тĕртĕмсен проблемисем чухне, шăнса пăсăлсан, ытлашши виçе, авитаминоз пулсан, ывăнни вăрахчен иртмесен, депресси, ыйхă çĕтсен, гипертони чухне ĕçеççĕ.
Гранат сĕткенĕ активлă вăй-хал нагрузки хыççăн организма пулăшнипе тата вăй кĕртнипе паллă. Вăл - спортсменсен юратнă ĕçми. Гранат сĕткенĕ хастарлăх тата иммунитет системине витĕм кÿрекен çутçанталăкри хатĕр пулса тăрать. Анчах ăна 3 çулчченхи ачасен, йывăрлă хĕрарăмсен, 65 çултан аслăрах ватă çынсен, сахăр диабечĕпе чирлисен ĕçме юрамасть.
Читайте нас: