Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
18 Нарӑсӑн 2021, 11:20

Аургазăсене вакцинăланма чĕнеççĕ

Толбазăри районăн тĕп больницине 400 доза шутпа коронавирусран „Спутник V” вакцинăн черетлĕ партийĕ килнĕ. Çакă - иртнĕ çул вĕçĕнчен пуçласа пиллĕкмĕш парти. Района пурĕ 660 доза килнĕ.

Вакцина тутарма темиçе майпа çырăнма пулать: „Госуслуги” пор­тал, „К врачу” мобильнăй прило­жени урлă, 1301 тата 122, 8(34745) 2-17-37 (районти тĕп больницăн регистратури) телефонсемпе, уча­стокри терапевт патне йышăнăва кайса. Çаплах терапевт врач патне (Толбазăри районăн тĕп больницин поликлиникинчи 50 №лĕ кабинет) вакцинаци тума направлени илме кайма пулать.
Районта февралĕн 15-мĕшĕ тĕлне 350 çынна прививка тунă, вĕсенчен çурри иккĕмĕш ком­понентпа тепĕр хут процедура иртнĕ. Вĕсен хирĕçле эффектсем палăрман.
Ялсенче пурăнакансем пирки калас пулсан, Толбазăри районăн тĕп больницин эпидемиологĕ На­иль Асфандияров ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çынсене район боль­ницине прививка тутарма кай­ма транспортпа пулăшма ыйтать. Унта ушкăнсемпе кайсан лайăхрах, мĕншĕн тесен пĕр ампулăна пилĕк çын валли шута илнĕ.
Çаплах эпидемиолог аургазăсем хушшинче COVID-19 ертнин тĕслĕхĕсем кемнине палăртнă. Юлашки эрнере ПЦР тесчĕ пилĕк çын чирленине çирĕплетсе панă. Çакă февральти учченхи эрнери­сенчен пилĕк хут сахалрах.
- Çакăн çине медиксем асăрхануллă оптимизмпа пăхаççĕ, - тет Наиль Асфандияров. - COVID-19 вирусăн мутациленнĕ варианчĕ пулса кайма пултарать, вăл, тен, март уйăхĕнче чирĕн тепĕр хумне пуçарĕ. Лайăххине шанса тăрăпăр, мĕншĕн тесен района „Спутник V” вакцинăн черетлĕ партине илсе килеççĕ. Халăх прививка тутарать.
Читайте нас: