Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
9 Нарӑсӑн 2021, 12:40

Шăршă туйнине мĕнле тавăрмалла

Коронавируспа чирлисен 60 ытла проценчĕ шăршă туймасть, çитменнине тата, çавă чирĕн пĕртен-пĕр палли пулма пултарать.

Тĕслĕхсен 90 процентĕнче шăршă туйма пултарасси 2-4 эрне хушшинче таврăнать. Çав вăхăтрах хăшпĕр пациентсем виçĕ уйăхран та шăршă туясси таврăнман пирки ÿпкелешеççĕ.
„Шăршă туйнине хăнăхтарасси” чи эффективлă тата, чи кирли, шанчăклă методикăсенчен пĕри пулса тăрать, унăн тĕллевĕ тăватă эфир çăвĕпе – эвкалипт, гвоздика, лимон тата роза – усă курнинче. Пациент çак çусене черетпе кунне 2 хутчен ирпе тата каçпа,10 секунд тăхтавпа кашнине 20 секунд хушши сывласа илме тивĕçлĕ.
Читайте нас: