Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
7 Нарӑсӑн 2021, 13:00

Сывлăх чулĕ

Усăллă нумай пахалăхсемлĕ шунгит супăнĕ çинчен.

Шунгит супăнне хăйĕн сиплĕ пахалăхĕсемпе ĕлĕкхи вăхăтранпа паллă шунгит минерал никĕсĕнче тăваççĕ. Вăл çĕр айĕнче органикăлла юшкăн хывăмĕсенчен йĕркеленнĕ ту породи. Шунгит выртакан вырăнсем Карелинче (Россия) тата Казахстанра пур. Çурçĕрте XVI ĕмĕрте пурăннă хĕрсем вырăнти минерал шывĕпе усă курса ÿт-тир тата çÿç илемне упранă, I Петр ват асламăшĕ, патша майри Ксения, шунгит шывĕпе ача тăвайманнинчен сывалнă. Патшалăха I Петр император ертсе пынă вăхăтра Полтава патĕнчи çапăçăва хутшăннă салтаксем микробсене хирĕçле пахалăхсемлĕ аспид чулĕпе ĕçмелли шыва чир ертми тума усă курнă. Каярахпа Карелинчи паллă минераллă шывсен витĕмĕпе специализациленнĕ здравницăсем пулса тăнă, нумай çулхи тĕпчевсемпе çирĕплетсе панă тăрăх, унăн çынна лайăх витĕм кÿмелли питĕ пысăк спектрĕ пур.
Çак тĕлĕнмелле минералăн бактерисене пĕтерекен пысăк пултарулăхĕ унăн тĕп пахалăхĕсенчен пĕри пулса тăрать. Вăл сиенлĕ веществосене туртса илет тата ÿт тĕртĕмне усăллă компонентсемпе тивĕçтерет. Углеродпа пуянланни юна тата лимфăсене тасатма пулăшать, ытлашши тăвар тата йывăр веществосене пĕтерет. Микробсене хирĕçле витĕмĕ сиенлĕ микроорганизмсене тĕп тăвать.
Шунгит чулĕнчен сиплĕ настой, мазь, гель хатĕрлеççĕ, эмел пек ĕçсе те, ÿт-тире сĕрсе те усăланаççĕ. Шунгит пайĕсенчен хатĕрленĕ шывпа çăвăнсан, палăрмалла çамрăклантаракан витĕмĕ пулса иртет. Çÿçе кашни кун чÿхени ăна çирĕплетет, çÿç тăкăнас теветкеллĕхе кемĕтет. Çÿç çирĕп, йăпăрка пулса тăрать, малтанхи кăвак çÿç çухалать.
Читайте нас: