Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
2 Нарӑсӑн 2021, 12:00

Ковид-госпитальсене хупаççĕ

Пушкăртстанра коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе çыхăннă лару-тăру майĕпен стабилизациленет. Чир сарăлнин çивĕч тапхăрĕнчен иртнĕ пирки хулари больницăсенче уçăлнă ковид-госпитальсем хупăнаççĕ.

Уйăх тăршшĕне пушă койкăсен фончĕ 30% ытла пулнă. Халĕ медицина учрежденийĕсем планлă тĕп ĕçе – хăйсен профилĕ тăрăх пациентсене сиплеме, сăнама тытăнĕç, çаплах вĕсемпе çыхăннă пулăшусем те парĕç. Малтанах инфекци профильлĕ пулнă больницăсем, çаплах çĕннисем, Уфа тата Стерлитамак хулисенче нумаях та пулмасть туса лартнă, пахалăхăн мĕнпур стандарчĕсене тивĕçтерекен инфекци центрĕсем, тĕп нагрузкăна хăйсем çине илĕç.
Читайте нас: