Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
18 Кӑрлач 2021, 19:00

Сивĕре маскăпа çÿресси

Сивĕре маскăна ытти чухнехинчен час-часрах улăштармалла, тир тĕлĕшпе проблемăсенчен пăрăнас тесе, пите кашни 30 минутран сывлама памалла. Çав вăхăтрах маска çын нумай пухăнакан вырăнта пулнă чухне çеç кирлĕ, ытти тĕслĕхре уçă сывлăшпа сывлани усăллăрах пулать.

Тире хÿтĕлеме маскăна тăтăшах улăштарма сĕнеççĕ, мĕншĕн тесен вăл „парник” эффектне пуçарать: сывлав тата тулти сывлăш температурисен уйрăмлăхне пула конденсат пулса тăрать. Анчах хальхи чăнлăхра маскăсăр çÿреме юраман пирки хăвăрăн тире тимлĕх нумайрах уйăрăр. Маска тăхăнас умĕн пите тир типĕшĕн юравлă крем сĕрни усăллă. Енчен çул парк еннелле выртать пулсан, врачсем урамра маскăсăр сывлама сĕнеççĕ. Тата тепĕр пĕлтерĕшлĕ услови: маска пит çумне çат çыпăçса тăмалла.
Нумай хут усăланакан хÿтĕлев хатĕрĕсене çумаллах: кирек епле çумалли хатĕрпе, вăл супăнь-и, порошок е савăт-сапа çумалли шĕвек пулсан та. Унтан пир-авăр маскăна вĕри пăспа ĕçлесе тухмалли режимпа утюгпа лайăх якатмалла.
Читайте нас: