Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕн даннăйĕсем тăрăх, туртнипе çыхăннă сăлтавсенчен кашни 6,5 секундра пĕр çын вилет. Пассивлă туртнинчен - кашни çул 70 çын.
Ĕмсе илнĕ чухне табак тата папирус хучĕ çунма пуçлаççĕ, çавăн чухне 1200 сиенлĕ япала пулса тăрать, çав шутра углерод окиçĕ, хăрăм, кăткă кислоти, синил кислоти, мышьяк, аммиак, кÿкĕртлĕ водород, ацетилен, радиоактивлă элементсем. Сăмаласем тухаççĕ, вĕсем рак пуçаракан 43 канцероген тытса тăраççĕ. Çакă мĕнпурĕ туртакан çыннăн организмне лекет.
Углерод окиçĕн (ăна тата сĕрĕм газĕ теççĕ) юнри сывлав пигментне – гемоглобина – çыхăнтаракан витĕмĕ пур. Çавăн чухне пулса тăнă карбоксигемоглобин кислород куçарма пултараймасть, вара тĕртĕмсен сывлав процесĕсем пăсăлаççĕ. Пĕр пачка сигарет туртнă çыннăн организмне 400 миллилитр ытла сĕрĕм газĕ лекет, çавăнпа юнри карбоксигемоглобин концентрацийĕ 7-10 процент таран ÿсет. Çапла вара туртаканăн мĕнпур органĕ тата системи тăтăшах кислород çителĕксĕрлĕхне тÿсеççĕ.
Сывлав çулĕсемпе иртсе, табак тĕтĕмĕ карланкă тĕпне, сăмса пырне, тип пыра, çаплах ÿпкери альвеолăсене тăртантарать тата шыççине пуçарать. Тип пырăн йăлмака витĕмĕ яланах тăртанни бронх астмине аталантарать, çÿлти сывлав çулĕсен вăраха кайнă шыççи – вăрах бронхит, вăл халтан яракан ÿслĕкпе пулать. Туртни тута, чĕлхе, карланкă, тип пыр ракĕ патне çитерме пултарать.
Туртакан çыннăн чĕри пĕр талăкра туртман çыннăн чĕринчен 12-15 хут нумайрах пĕрĕнет тата хăвăртрах ватăлать. Никотин тата табакри ытти компонентсем апат ирĕлтерекен органсене те сиенлеççĕ. Нумай çул хушши туртни хырăмлăх тата вуник пумăклă пыршă çĕрессине пуçарма пулăшать. Туртни хăлха илтессине те начар витĕм кÿрет. Пĕр кунра туртнă 20 сигарет хăлха калаçăва илтессине чакарать.
Çамрăк чухне туртман пулсан, çитĕнсе çитнĕ хĕрарăмсен шăлĕсем сывă пулĕччĕç. Тĕпчевсен результачĕсемпе килĕшÿллĕн, 50 çултан иртнĕ туртман хĕрарăмсен 26 процентне çеç шăл протезĕ кирлĕ. Туртакансен 48 проценчĕн вара çакăн пек кирлĕлĕх пур.
Франци ученăйĕсем туртни, арçынсемпе танлаштарсан, хĕрарăмăн тулаш сăнĕнче те начар палăрнине çирĕплетсе панă. Хĕрарăмăн пит ÿчĕ хăвăрт ватăлать, пиçĕлĕхне çухатать. Кашни сигарет тĕтĕмĕнче ацетон, мышьяк, аммиак, хура тăхлан тата ртуть пур. Вĕсене тир мĕнле чăтмалла-ха?
Малтан пите сăрă тĕс çапать, унтан вăхăтсăр пĕркеленчĕксем пулса тăраççĕ, тир çÿхелет, ун çинчи сурансем начар тÿрленеççĕ. Туртман хĕрарăмсемпе танлаштарсан, туртакан хĕрарăмсен ачисем чĕре чирĕсемпе, сăмса пырĕн дефекчĕсемпе, хысари пÿсĕрпе е чалăш куçпа çуралаççĕ.
Туртни пÿ ÿсĕмне те чарса тăрать. Ир туртма пуçланă арçын ача лутра пулса юлма пултарать. Туртакан çамрăк ача вăйлă пулма, хăвăрт чупма тата ывăниччен ташлама пултараймĕ. Углерод окиçĕ юнри гемоглобина кислородран 200 хут лайăхрах хушăнать. Вара юн организмăн клеткисене пурнăç паракан кислород мар, сĕрĕм газĕ илсе çитерет. Анчах клеткăсене кислород кирлĕ вĕт-ха! Вĕсем унсăр ÿсме те, апатланма та, ĕрчеме те пултараймаççĕ.
Табак тĕтĕмĕнче тытăнса тăракан хими япалисем вăхăтран малтан кукшаланма пулăшаççĕ. Туртакан арçынсен импотент пулса тăрас шанăç туртман арçынсеннинчен икĕ хут пысăкрах, мĕншĕн тесен туртнă чухне ар органĕсенчи юн тымарĕсем хĕсĕнеççĕ. Туртни тата спермăна та сиенлет, çамрăк çын мĕн чухлĕ иртерех туртма тытăнать, кайран атте пуласси уншăн çавăн чухлĕ йывăртарах пулĕ.
Туртни – сывлăха хытă пăсакан, чи анлă сарăлнă сиенлĕ йăласенчен пĕри. Çак йăлапа хăйсен ирĕклĕхне тата хăйтĕллĕнлĕхне палăртса, çавăн пек хăйĕн тата çывăх çыннисен пурнăçне кĕскетсе, чи хăрушши вара – хăйсен ачисен пурнăçне тата сывлăхне хăрушлăха кĕртсе, çынсем туртнин сиенĕ çинчен шухăшламаççĕ. Пурнăçра – тĕрĕс ориентир тупмалла тата „çук” тесе калама пĕлмелле.
Л. КУЧАЕВА, Толбазăри районăн тĕп больницин психиатр врачĕ.