- Наиль Сулейманович, ÿпке шыççипе чирлекен аургазăсен хисепĕ мĕн чухлĕ ÿснĕ?
- Хăвăр шухăшласа пăхăр- ха. Енчен те иртнĕ çулта ÿпке шыççипе пурĕ 35 çын чирленĕ пулсан, çак çулталăк пуçланнăранпа 155 тĕслĕх регистрациленĕ, çав шутран 51 тĕслĕхре коронавирус инфекцийĕ тесе çирĕплетсе панă. Халĕ Толбазăри районăн тĕп больницинче пĕр эрнере ÿпке шыççипе чирленин 10-15 тĕслĕхне регистрацилеççĕ. 1-3 тĕслĕхĕнче чир сăлтавĕ коронавирус ертни пулса тăрать. Хамăн ĕç опытĕнчен çуллахи тапхăрта ÿпке шыççи унччен бактериллĕ тата сайра хутра пулни çинчен калама пултаратăп. Халĕ вара вăл çемье чирĕ пулса тăчĕ, çынсем çемйипе, икшерĕн-виçшерĕн, больницăна килеççĕ. Çавăнпа цифрăсем те пысăк.
- Чирлĕ çыннăн çăварĕпе пырĕнчен илнĕ мазок хирĕçлевлĕ пулать, кайран вара çынна унăн COVID-19 тесе диагноз лартаççĕ.
- Клиницист врачсемшĕн лару-тăру йăлтах ăнланмалла. Çакă вирус „анни” çинчен калать. Çăварпа пырта – мазок çавăнтан илеççĕ – вăл вăрах вăхăт тытăнса тăмасть. Енчен те çÿлти сывлав çулĕсене „ÿкет” пулсан – ÿпке шыççи пуçланассине кĕт, енчен те апат çулне лексен – иммунитет начар чухне гастроэнтероколит тата диарея.
- Коронавируса хирĕç кĕрешÿри тĕп сăмах – иммунитет – илтĕнсе кайрĕ. Енчен те иммунитет вăйлă пулсан, вăл организмшăн хăрушă мар?
- Вăйлă иммунитет коронавирус инфекцийĕ вăхăтĕнче çеç мар кирлĕ. Вăл кирек епле чир чухне те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах кунта та уйрăмлăхсем пулаççĕ. Пĕр ялти çемьере, тĕслĕхрен, ултă çын çăмăл тĕспе чирлесе ирттернĕ. Вĕсемпе пурăнакан 80 çулхи кинеми вара чирлемен. Вăхăт иртнĕçем иммунитет вăйсăрланать пулин те.
- Шăнса пăсăлнин пĕрремĕш паллисем пулсан – ÿслĕк, сунас - нумайăшĕ сехĕрленсе ÿкет: çакă коронавирус пулсан? Çакăн пек палăрăмсем, çаплах температура пулсан поликлиникăна каймалла-и? Чирлĕ çыннăн мĕн тумалли йĕркене ăнлантарса парăр-ха.
- Температура пулнă чухне больницăна каяс вырăнне киле участокри врача е васкавлă пулăшу чĕнтерсен лайăхрах. Фельдшер чирлĕ çыннăн çăварĕпе пырĕнчен корона- вируса тĕрĕслеме мазок илет тата чи кирлине – эпидемиологи анализĕ – тăвать. Çавă – пациент ăçта пулнине, ăçта кайса çÿренине, кампа хутшăннине тата ытти ыйтусем çине хуравлани. Пирĕн медиксен опыт çителĕклĕ – апрельтен пуçласа ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Çак йĕркене пĕтĕмпе тупса палăртаççĕ. Вирусшăн кăтартуллă паллăсене те шута илеççĕ: çÿлти ÿслĕк, шăршă туйма пăрахни, ÿт-тен ыратни... Участокри врач сиплев палăртать. Анчах хăрамалла мар. Хăрани, ытти япăх эмоцисем иммунитета хавшатаççĕ. Пыр-карланкăн çивĕч чирĕсем, бронхит вара ниçта та кĕрсе кайман. Вĕсемпе чирленине пĕр эрнере 15-шер тĕслĕх регистрацилетпĕр. Коронавирус инфекцийĕн çăмăл тата вăтам тĕсĕсене килте сиплеççĕ, йывăр чирлекенсене хулана ăсататпăр. Толбазă госпитальне июнĕн 24-мĕшĕнче хупнă, халĕ ăна уçасси çинчен ыйту тăмасть.
- Районти медиксем COVID-19 чирленин тĕслĕхĕсем пур-и?
- Маларах каланăччĕ ĕнтĕ, пандеми пуçланнăранпа пурĕ 51 çын чирленĕ, вĕсенчен 11-шĕ – Толбазăри районăн тĕп больницин тата врач участокĕсен медработникĕсем. Çав шутра пилĕк врач. Тĕпрен илсен, медиксем çăмăл тата вăтам тĕспе чирленĕ. Халĕ медперсонал хушшинче чирлисем çук.
- Медучрежденинче „коронăпа” чирленин факчĕсем çынсене хăратаççĕ. Вĕсем больницăна кайма шикленеççĕ. Çав шутра вĕсене пулăшу кирлĕ тахçантанпа чирлĕ çынсем те.
- Шел пулин те, çапла пулса иртет. Чирлĕ пациента е медика тупса палăртнă чухне тулли дезинфекци ирттереççĕ, унпа хутшăннă çынсенчен анализ илеççĕ, больницăна килекенсемшĕн малашне хăрушлăх çук. Тĕслĕхрен, районти тĕп больницăра корпуссене кĕмелли вырăнсенче температура виçеççĕ, алăсене ĕçлесе тухаççĕ, температурăллă пациентсене уйрăм кабинетра тĕрĕслеççĕ. Санитари мероприятийĕсене пурне те вăйлатнă. Кашни икĕ сехетрен дезинфекцилекен хатĕрпе тасатса тухаççĕ. Эпир COVID-19 диагнозпа чирлĕ çынсене больницăна вырттармастпăр, хуласенчи инфекци госпиталĕсене ăсататпăр. Планпа сиплев иртме е операци тума выртакан пациентсене больницăна хуриччен 7 кун маларах коронавирус тĕлĕшпе тĕрĕслеççĕ. Ăна медучреждени шучĕпе ирттереççĕ.
- „Иккĕмĕш хум” пирки сирĕн прогноз.
- Вăл пулĕ тесе шутлатăп. Халĕ çулла, мĕнпурне лайăх уçăлтараççĕ, чÿречесем тата форточкăсем уçă. Çапах та ÿпке шыççипе чирленин тĕслĕхĕсем ÿсни палăрать, COVID-19 регистрацилеççĕ. Сивĕпе пĕрле грипп, пыр-карланкăн çивĕч чирĕсем пуçланĕç. Çынсем нумайрах хупă пÿлĕмсенче пулĕç. Çак прогнозра йăнăшсан савăнăп.
- Юлашки ыйту. Питĕ чирлеттерекен тата хăйĕн сиенĕпе сывлăхшăн хăрушă çак вирусран хăвна тата çывăх çынсене х ă р у ш л ă х с ă р л а т м а пулать-и? Вăтам тĕсĕпе чирленисем те çавă питĕ йывăр чир теççĕ.
- Пулать. Маскăпа çÿремелле, алăсене çумалла, пите тытмалла мар, 1,5-2 метр хушă социаллă дистанцине пăхăнмалла. Çак ансат тăватă правилăна ăнланса илмелле тата йышăнмалла. Вара шикленни иртсе кайĕ. Айтăр, пĕр-пĕрне хисеплер, эпир обществăра пурăнатпăр вĕт. Магазина кĕрсен маска тăхăнтăр – эппин эсир общество членĕсене хисеплетĕр, вĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшатăр. Нумайăшĕ больницăна кайма хăрать. Çав вăхăтрах, пăхăр- ха, çынсем поликлиникăра врач патне кĕме черетре тăраççĕ. Ушкăнпа. Хăйсемех çапла туса. Хуласенче КТ иртмелли черетсенче те çаплах. Унта черетсем пысăк. Çавăнта кĕпĕрленсе, чир ертме те пулать. Çын вирус мĕн чухлĕ нумайрах çаклатать, чир çавăн чухлĕ йывăртарах пырать. Пирĕн тÿсĕмлĕрех, культурăллăрах пулмалла, пĕр-пĕрне хисеплемелле. Хамăра обществăра тытмалли йĕркесене пăхăнмалла, çав шутра санитари йĕркисене те. Пурне те сывлăхлă пулма, иммунитета çирĕплетме сунатăп.