Пушкăртстанра коронавирус инфекцийĕпе пурĕ 5121 çын (+53) чирлет. Паянхи кун тĕлне республикăн стационарĕсенче 738 çын сипленет. Вĕсенчен 24-шĕ – йывăр халра, ИВЛ аппарачĕ айĕнче – 9 çын. 1722 çын амбулатори сипленĕвĕ иртет.
Иртнĕ талăкра 69 çын сывалса тухнĕ. Пурĕ 2643 çын чиртен сывалнă.
Вилекенсем пулман, ку кăтарту унчченхи пекех – пурĕ 18 çын.
Паянхи кун тĕлне пурĕ 371530 тĕпчев ирттернĕ, 354888 çынна тĕрĕсленĕ. Иртнĕ талăкра республикăра 4861 тăпчев ирттернĕ, 4705 çынна тĕрĕсленĕ.