Аургазă хыпарçи
-9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
11 Июнӗн 2020, 12:05

Сывлăхшăн сиенсĕр мелпе вăрăмтунаран мĕнле хăтăлмалла

Вăрăмтунасем ирпе ирех тата каçалапа уйрăмах активланаççĕ.

Вăрăмтунасем ирпе ирех тата каçалапа уйрăмах активланаççĕ. Вĕсем лăпкă, куçман сывлăшра вĕçеççĕ, мĕншĕн тесен çил вĕсене вĕçтерсе каять. Çавăнпа çил хÿтти енчи чÿречесене тата алăксене хупăр.
— Килте пăсăлса кайнă шыв пуррипе çуккине тĕрĕслĕр: килкартишĕнчи пысăк мар бассейн, йытă-кушакăн шыв савăчĕ. Шыва эрнере икĕ хутран сахалрах мар улăштарăр тата килкартишĕнчи пăсăлнă шывпа уçă çăлкуçсене пурне те пĕтерме тăрăшăр.
— Хула тулашĕнчи çурт картишĕнче хăшпĕр чухне барбекю хатĕрлетĕр пул­сан, кăмрăк çине кăшт шалфей е розма­рин хурăр. Çакă вăрăмтунасене хăратĕ.
— Ыхра – çутçанталăкри питĕ лайăх репеллент. Ыхра сĕткенне шыв­па (1:5 пропорципе) хутăштарăр та пульверизаторлă пысăк мар савăта ярăр, ÿт-пĕвĕн уçă вырăнĕсене сапăр. Эффекчĕ сапнă хыççăн 5-6 сехет таран тăсăлать. Çаплах çакăн пек хутăшпа мамăк пир лентисене ислетмелле те вăрăмтунасем вĕçсе кĕме пултаракан вырăнсене çакса тухмалла.
— Садра е дачăра валериан (кушак) курăкĕ лартăр – вĕсем илемлĕ курăнаççĕ тата вăрăмтунасене хăратаççĕ. Розма­рин, ноготки, лимон курăкĕ (цитронел­ла) тата пыл курăкĕ (мелисса) те çавăн пек витĕм параççĕ.
— Эсир ырă шăршăллă çусенчен тата ирĕлтернĕ ăвăсран çуртасем тума пултартăр: 450 г ăвăс тата 15-30 г эфир çăвĕ.
Читайте нас: