Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
5 Июнӗн 2020, 14:50

Сăвăс çыртнинчен страхланма пулать

Пушкăртстан çыннисем почтăра сăвăс çыртнинчен страхланма пултараççĕ

Россия Почтин уйрăмĕсенче сăвăс çыртнинчен страхланма пулать. Çак программа „Антиклещ” ятлă. Вăл пулăшнипе Российăн пĕтĕм территорийĕнче квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ илме пулать. Унăн хакĕ 390 тенкĕ. Программа сăвăс энцефаличĕпе чирлесен 500 пин тенкĕ таран васкавлă пулăшу илме, сипленме май парать. Çавăн чухне клиент страхлав сумми пĕтиччен темиçе хутчен те пулăшу ыйтса пыма пултарать. Страхлав полисĕ 1 çул вăйра тăрать. Тин çуралнă ачана та, ватă çынна та страхлама пулать. Почтальонсем килсене пырса та страхлама пултараççĕ.
Читайте нас: