Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Сывлăх
1 Июнӗн 2020, 13:15

Медработниксем тÿлевсем илме пуçланă

Пушкăртстанра коронавируспа чирленĕ 507 медработникран 13-шĕ тÿлев илнĕ.

Тÿлев илме коронавируспа чирлесе ирттернĕ 138 медик заявлени çырнă, вĕсенчен 13-шĕ укçа илнĕ те ĕнтĕ. Пĕтĕмпе 895 пин пулнă (кашнине 68-шар пин тенкĕ).
Аса илтеретпĕр, Владимир Путин çавăн пек указ кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн, енчен те медицина работникĕ коронавируса пула инвалидлăх илсен, тÿлев сумми 680 пинрен пуçласа 2 млн тенкĕ таран пулĕ, енчен те вилес пулсан - тăванĕсене 2,7 млн тенкĕ парĕç.
Читайте нас: