Пушкăртстанра коронавирус инфекцийĕпе пурĕ 3105 çын (+84) чирлет. Паянхи кун тĕлне республикăри стационарсенче 920 çын сипленет. Вĕсенчен 39 – йывăр халра, ИВЛ аппарачĕ айĕнче – 10 çын. Чирĕн çăмăл формипе чирленĕ пирки 1139 çын амбулатори сипленĕвĕ иртет.