Пур хыпар та
Сывлăх
28 Майӑн 2020, 18:45

Коронавирус инфекцийĕпе сводка

Республикăн Сывлăх сыхлав министерстви майăн 28-мĕшĕ тĕлне тăратнă даннăйсем.

Пушкăртстанра 3021 çын (+79) коронавирус инфекцийĕпе чирленĕ. Паянхи кун тĕлне республикăри стационарсенче 885 çын сипленет. Вĕсенчен йывăр чирлисем – 41 çын, çав шутра ИВЛ аппарачĕ айĕнче – 10 çын. Чирĕн çăмăл формипе 1111 çын амбулатори сипленĕвĕ иртет. Иртнĕ талăкра 59 çын сывалса тухнă. Пурĕ 1007 çын сывалнă. Иртнĕ талăкра вилнисем пулман, ку кăтарту унчченхи пекех юлать – 18 çын.
Çак самант тĕлне пурĕ 221906 тĕпчев ирттернĕ, пурĕ 210690 çынна тĕрĕсленĕ. Иртнĕ талăкра 6722 тĕпчев ирттернĕ, 6460 çынна тĕрĕсленĕ.
Читайте нас: