Пушкăртстанра коронавирус инфекцийĕпе 2942 çын (+91) чирлет. Паянхи кун тĕлне республикăн стационарĕсенче 694 çын сипленет. Вĕсенчен йывăр чирлисем – 52, ИВЛ аппарачĕ айĕнче – 11 çын. Амбулатори сипленĕвĕнче – 1102 çын. Иртнĕ талăкра 46 çын сывалса тухнă, пурĕ 948 çын сывалнă.