Пушкăртстанра коронавирус инфекцийĕпе 2851 çын чирлет. Паянхи кун тĕлне республикăри стационарсенче 846 çын сипленет. Вĕсенчен 39 - йывăр халра, ИВЛ аппарачĕ айĕнче – 7 çын. Чирĕн çăмăл формипе чирлекен 1085 çын амбулатори сипленĕвĕ иртет. Иртнĕ талăкра 18 çын сывалса тухнă. Пурĕ 902 çын сывалнă. Иртнĕ талăкра вилекенсем пулман. Пурĕ пандеми вăхăтĕнче 18 çын вилнĕ.