Ултă эрне хушшинче строительсем 382 койкăлăх (чрезвычайлă лару-тăрура вăл 470 койка шăнăçтарма пултарать) хальхи вăхăтри госпиталь туса лартнă. Корпуссене тунă чухне хамăр республикăра туса кăларнă строительство материалĕсемпе ытларах усăланнă (80%). Çавă строительство ĕçĕсене чылай кемрех хакпа тума май панă. Сывлăх сыхлав министерстви çывăх кунсенче оборудование тĕрĕслеме тивĕçлĕ. Вара госпиталь пĕрремĕш пациентсене йышăнма пуçлĕ. Çавăн çинчен республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров ВКонтакте соцсетьри хăйĕн страницинче çырнă.