Районта 815 çын щит евĕрлĕ пар чирĕсемпе учетра тăрать. Çав шутра - 60 ача-пăча тата çитĕнсе çитмен ача.
Щит евĕрлĕ пар – эндокрин системин чи пысăк органĕ. Вăл организмра веществосен ылмашăвне йĕркелесе пыракан гормонсем ĕçлесе кăларать. Щит евĕрлĕ пар гормонĕсем организм тĕртĕмĕ кислород илессине йĕркелесе пыраççĕ тата иммунитетлă система йĕркеллĕ ĕçлессишĕн яваплă пулса тăраççĕ. Унăн клеткисене инфекципе кĕрешме хавхалантараççĕ. Çак орган çаплах çыннăн кăмăл-туйăмне тата тулаш сăнне витĕм кÿрет.
Щит евĕрлĕ пар ача хырăмра аталаннă тапхăрăн 8-9-мĕш уйăхĕсенче туллин йĕркеленет. Гормонсем вара тата та маларах – хĕрарăм варĕнче ача аталаннин пиллĕкмĕш эрнинчех - ĕçлесе кăларма пуçлать. Ача пурнăçĕн пĕрремĕш çул вĕçĕ тĕлне пар масси икĕ хут ÿсет, ара çитсе пынă тапхăрта уйрăмах интенсивлă ÿсет. 18-20 çула çитнĕ тĕле унăн виçи 20 хут ÿсет, 30-40 грамм чухлĕ пулса тăрать. Хĕрарăмсен щит евĕрлĕ пар калăпăшĕ арçынсеннинчен пысăкрах пулнине палăртмалла.
Хăшпĕр гормонсене ĕçлесе кăларма йод кирлĕ. Пар чирĕ хăрушă, мĕншĕн тесен вăл ытти органсен чирĕсен паллисем хыçĕнче пытанма пултарать. Çавăнпа та çынсем врач-эндокринолог патне мар, ытти специалистсем патне каяççĕ.
Щит евĕрлĕ пар гормонсем сахал ĕçлесе кăларни виçе тата холестерин шайĕ ÿснипе, вăйсăрлăхпа, çывăрас килнипе, ывăнаслăх пысăк пулнипе, сăн- пит тата ал-ура шыçăннипе, пусăрăнчăк кăмăл-туйăмпа, ыйхă, менструаци циклĕ пăсăлнипе, арçынсен ар вăйĕ чакнипе палăрать. Ÿт типĕ пулни, чĕрне тата çÿç хуçăлни, вар хытни, чĕре хуллен тапни, астăвăм тата тимлĕх начарланни.
Щит евĕрлĕ пар гормонсем ытлашши нумай ĕçлесе кăларнă чухне вăйсăрлăх, хавшаклăх, ыйхă çĕтни тата вĕчĕрхенни пирки ÿпкелешеççĕ. Артерири юн пусăмĕ ÿснине, ал-ура тата пĕтĕм кевте чĕтренине, лайăх апатланнă чухне те виçе кемнине, хĕрарăмсен менструаци циклĕ пăсăлнине тата арçынсен ар вăйĕ чакнине палăртаççĕ. Унсăр пуçне хытă тарлани, шăрăха тÿсейменни, шĕвĕ тула тухасси, чĕре ĕçĕ пăсăлни, тахикарди пулать. Куç кураслăхĕ пăсăлма пултарать, çавă куçсенчи кăмăллă мар туйăмсемпе, иккĕллĕ курăннипе, куç улми тухса тăнипе палăрать. Çавăн пек паллăсем палăрнă чухне эндокринологăн васкавлă консультацийĕ кирлĕ!
Сухан – щит евĕрлĕ пар валли
Çакна валли сире хĕрлĕ сухан кирлĕ пулать. Çывăрма выртас умĕн сухана, каснă вырăнсенче сĕткен тухма, çурмалла касăр. Суханăн çуррисемпе щит евĕрлĕ пар тĕлĕнче çаврăмсем туса, мăя хытă пусмасăр массаж тăвăр. Сухан сĕткенне çуса ямалла мар, çаплах çывăрма выртăр. Вăл, çĕрле щит евĕрлĕ пар ĕçне çирĕплетсе, ăна лайăх витĕм кÿрет.
Тĕвĕллĕ пыр шыççипе тарăхакансене рецепт каласа кăтартас килет. Манăн щит евĕрлĕ пар тĕвĕсемпе тулличчĕ. Пыр шыççине симĕс грек мăйăрĕпе сыватрăм.
10 симĕс грек мăйăрне 0,5 л шурă эрех ярса лартрăм. Кунне икĕ хут апат хыççăн пĕрер чей кашăкĕ ĕçрĕм.
Пĕрремĕш хут ĕçнĕ хыççăн икĕ тĕвĕ тăрса юлчĕ. Тепĕр çулхине эпĕ тата 0,5 литр симĕс грек мăйăрĕн настойкине ĕçрĕм. Манăн щит евĕрлĕ парти тĕвĕсем хухрĕç кăна мар, пÿрери пĕчĕк кистасем те хухса пĕтрĕç.