Халĕ вара мĕн хатĕрлемелли пур: хупах, вĕлтĕрен, сирень çеçки, чи малтан шăтса тухакан тĕрлĕрен чечек, кукша пуç тата ыттисем.
Паян кукша пуç çинчен калаçăпăр. Çуркунне вăл пирĕн урамсене тĕлĕнсе каймалла тĕслĕ çутçанталăк кавирĕпе витет: изумруд тĕслĕ курăк çине пиншер хаклă йышши сарă чул – цитрин - сапаласа тăкнă тейĕн. Кукша пуç – илем кăна мар, усă та. Ахальтен мар французсем унăн çулçинчен салат хатĕрлеççĕ, китайсем ÿсентăранăн мĕнпур пайĕпе апатра усă кураççĕ. Астăватăр-и? Апат эмел пек пулмалла. Кукша пуç вара шăпах çавăн тĕслĕхĕ. Унра Менделеевăн пĕтĕм таблици пур. Вăл пĕтĕмпех сиплĕ – çеçкинчен пуçласа тымарĕ таран. Пĕвере, хырăмай парне, сыпăсене, юн тымарĕсене, апат ирĕлтерекен системăна, астмăна, анемине, шăкпа арлăх, нерв, шăмă системисене сиплет. Тата, паллах, шăнса чирленине, мĕншĕн тесен шыççа хирĕçле вăйăмĕ те пур.
Эпир Исмагил ялĕнчи Фаниса Исламгазинăран çак ÿсентăранран хатĕрлемелли тĕрĕслесе пăхнă рецепт ыйтса пĕлтĕмĕр. Вăл кукша пуçĕнчен пыл (варени) тата салат сĕнчĕ.
Хĕвеллĕ кун 250-300 штук кукша пуç чечекне пухатăп. (Çеçкине уйăх тулнă чухне пухмалла, тымарне - кемнĕ чухне). Ешĕл пайне татса илетĕп, сарă пайне анчах хăваратăп. Вĕсенче пĕчĕк нăрăсем пулаççĕ, кайран суйламасса çеçкесене марльăран çĕленĕ хутаççа чикетĕп. 1,5 л шыва вĕреме кĕртетĕп, унта çеçкене марльăпа вырнаçтаратăп. 15-20 минут вĕрететĕп. Шыв çутă-сарă тĕслĕ пулать. Унтан марльăна пăрса илетĕп – çеçкесем урăх кирлĕ мар. Шыва 1 кг е 1,2 кг сахăр хушатăп. Кĕсел пек çăраличчен пăтратса тăрса, хуллен çунакан çулăм çинче вĕрететĕп. Çавна валли 30-45 минут кирлĕ. Банкăсене яратăп. Сивĕнсен çăрарах пулса тăрать. Çак пылăн тарлаттаракан сиплĕ пахалăхне вăйлатма çеçкесемпе пĕрле марля ăшне тирекĕн 2-3 папкине хуратăп. Халĕ вăл çурăлнă ĕнтĕ. Анчах та сухăрлă пайĕ пур 3-4 çулçăллă туратне илме пулать. Унран ытла кирлĕ мар, йÿçĕ пулать.
Çак пыл ырă шăршăллă, тутлă. Нумайăшĕ, каламасан, çакă хурт пылĕ маррине ăнланмасть те. Эпир мунча хыççăн çак пылпа чей ĕçетпĕр. Вăл шăнса чирленинчен сиплет, сывлав çулĕсене лайăх тасатать, иммунитета çирĕплетет. Кунне виçĕ хутчен 1 чей кашăкĕ çимелле.
Аллерги, сахăр диабечĕ, юн пусăмĕ пĕчĕк пулсан кукша пуç юрамасть. Пыл хатĕрлеме вăхăт е кăмăл çук пулсан, 0,5 л шыва 5 шт чечек ярса вĕретсе ĕçме сĕнетĕп. 15-20 минут лартмалла, чей пек кунне икĕ хутчен ĕçмелле. Чейпе пĕрле чей пĕçермелли чейнике те яма пулать. Кукша пуç çеçки пур чухне 1,5- 2 эрне тăршшĕне ĕçĕр. Манăн пĕр çывăх çын кашни çул профилактика тĕллевĕпе çакăн пек тăвать. Мĕншĕн тесен кукша пуç ăна çуркунне пуçланакан аллергинчен хăтăлма пулăшнă. Хĕллене çеçкене шăнтаççĕ, морозильникра упраççĕ. Сывлăхлă пулăр!
Çурхи салат валли тăварлă шывра çур сехет тытнă 100 грамм кукша пуç (одуванчик) çулçи, 50 грамм ешĕл сухан, 25 грамм петрушка, пĕçернĕ çăмарта кирлĕ. Мĕнпурне вĕтетмелле, ÿсентăран çăвĕ хушмалла, тăвар тата пăрăç сапмалла, уксус е лимон сĕткенĕ сирпĕтсе илмелле, укроппа илемлетмелле. Апачĕ тутлă пултăр!